Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялсенче (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр евӗрлӗ паллӑсем ытти ялсенче те тем чухлех пуль.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсенчен чылайӑшӗ халиччен те ялсенче пулса курман, хирте тырӑ епле ӳснине кӗнеке тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнер ҫеҫ ялсенче, хуласенче ирӗклӗн ҫӳренӗ ҫынсене кунӗ-кунӗпе хула хӗрринчи ҫерем ҫинче салтакла уттарчӗҫ, калта пек вӑр-вар шума, тӗл пеме, тӑшмана штыкпа чикме, пӗчӗк кӗреҫепе окоп чавма вӗрентрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл хӑй пурӑнакан салари хыпарсене кӑна мар, кӳршӗллӗ ялсенче юлашки вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнине те пӗлет: кам качча тухнӑ е авланнӑ, камӑн упӑшки ют арҫын арӑмӗпе «тӗл пулать», камсем мӗншӗн ҫапӑҫнӑ, кам арӑмӗ упӑшки хӗненӗрен ҫӗрле кӳршисем патне тухса тарнӑ, Тури ялти Хыҫалкас урамӗнчи Хветие мӗншӗн арӑмӗ пӑрахса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӳршӗ ялсенче, Кушкуйпа Ҫармӑсра, артельтен тухас тенӗ виҫӗ хресчене арестлесе Хураҫӗре илсе кайнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ ялсенче хӗрсех маскировка сеткисем ҫыхасси пырать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Ҫак хушӑра салтаксене кӑшт та пулин ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласси ялсенче йӑлана кӗчӗ тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах Хирти Сӗнтӗр тӑрӑхӗнчи ялсенче пурӑнакансем ҫар ҫыннисене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗсем пама кар тӑрса ҫӗкленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Пуҫаруллӑ проектпа патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма май туса панӑранпа пирӗн тӑрӑхри ялсенче 20 ытла пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Асӑннӑ ялсенче кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле 434 хуҫалӑх шутланса тӑнӑ, вӗсенче 1344 ҫын пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем пуҫаруллӑ, пултаруллӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ытти таврари ялсенче ҫумӑр ҫуман.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юнашар ялсенче пӗр ҫил те ҫӗкленмен, — пуҫларӗ хӑй урокне учитель.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку ялсенче пурне те чултан тунӑ: пӳртсем, выльӑх картисем, хӳмесем те йӑлтах чултан.

Здесь все из камня: дома, скотные дворы, ограды.

Крымра тинӗс хӗрринче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗчӗк ялсенче, чугун ҫулсемпе шоссе ҫулӗсенчен аякра, якутсен ӗлӗкхи майлӑ тунӑ юртисем халӗ те пур-ха.

В маленьких якутских поселках, вдали от железных и шоссейных дорог, еще сохранились старые якутские юрты.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ялсенче нумай ҫӗрте тата харпӑр хӑй чатсенче боецсемпе госпиталь валли кирлӗ укҫа-тенкӗ пуҫтарасси ҫинчен пӗлтерекен активистсем пур, пухнӑ хыҫҫӑн укҫа-тенке пирӗн «Все для фронта – Бижбуляк» фонд счечӗ ҫине куҫараҫҫӗ - ку вӑл Мореман Йӑлпӑлактамакран, Асия Григорьевна Файзуллина Аитран, Пӑслӑк ял совечӗн пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Васильев, Альбина Романова Аитпа Пишпӳлекре.

Во многих населенных пунктах есть активисты, которые объявляют сборы средств и всего необходимого для бойцов СВО и госпиталя в своих деревенских, личных чатах, после собранные средства переводят и привозят нам — это Мореман из Елбулактамака, Асия Файзуллина в Аитово, глава СП Базлыкский сельсовет Юрий Васильев, Альбина Романова в Аитово и в Бижбуляке.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Нумай ялсенче Ваттисен кунӗнче уява ирттермесӗр, перекетленӗ укҫа-тенке пире пачӗҫ.

Целыми деревнями отменяли чаепития на День пожилых людей и сэкономленные средства передавали нам.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

2023 ҫулта Пушкӑртстанри ялсенче 75 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ, 10 тухтӑр амбулаторийӗ тата пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен пилӗк кабинечӗ ӗҫлеме тытӑнӗ.

В 2023 году в Башкирии заработают 75 новых ФАПов, 10 врачебных амбулаторий и пять кабинетов врачей общей практики.

Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗсем уҫӑлӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-10- ... -l-3489900

Ҫавна пула Пушкӑртстанри ялсенче виҫӗ кану паркӗ, икӗ спорт тата тӑватӑ ача вӑййи площадкисем тунӑ; тӑватӑ поселокри тротуарсемпе аллейӑсем; 571 ТКО пухмалли площадка; 11 урамсенче энерги перекетлекен ҫутӑ ламписене палӑртнӑ; икӗ ҫӑлкуҫ территорине туса лартнӑ, административлӑ ҫурт йӗркеленӗ, ҫул лаптӑкне юсанӑ.

В результате в сёлах Башкортостана появились три парка отдыха, две спортивные и четыре детские игровые площадки; тротуары и аллеи в четырёх посёлках; 571 площадка накопления ТКО (1819 контейнеров); установлено энергосберегающее освещение на 11 улицах; обустроены территории двух родников, оформлено административное здание и отремонтирован участок дороги.

Пушкӑрт райцентрӗнче Салкын чишма ҫӑлкуҫне хӑтлӑлатнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3489664

Хуласенче, ялсенче пальмӑсем курӑнкалаҫҫӗ, хӑш чухне пальма аллейӗсем, тропикри ытти йывӑҫсен аллейӗсем те тӗл пулаҫҫӗ.

В городах и селениях мелькают пальмы, иногда даже целые аллеи из пальм и других тропических растений.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем хуласенче, ялсенче, хӑпарма хӗн тусем тӑрринче, Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанри утравсем ҫинче пур тата Ҫурҫӗр полюсӗнчи пӑр ҫинче те пулнӑ.

Они имеются в городах, селениях, на вершинах малодоступных гор, на островах Северного Ледовитого океана и даже была на льдине у Северного полюса.

Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех