Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шурӑмпуҫ ҫутине саламласа, хаваслӑ та илемлӗ юррине шӑрантарма тытӑнчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш хӑмӑр тӗслӗ кайӑк икӗ ҫунатне икӗ енне сарнӑ та сывлӑшра пӗр вырӑнтах чӗтренсе тӑрать, юррине вара пӗр чарӑнмасӑр шӑрантарать.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ыттисем ун юррине ҫавӑнтах ярса илчӗҫ, ҫӗкленӳллӗ юрласа ячӗҫ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Уҫӑп юррине юрлатӑр, — терӗ те Сергей пӳлӗмрен тухрӗ, урам кӗтессине ҫитсен, тӑпах чарӑнса тӑчӗ.
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сӑмахӗ ҫавӑн пек-ҫке: тӑри юррине илтсе юр ҫинче йӑвалансан ҫу каҫиччен пилӗк ыратмасть.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Таҫта аякка илтӗнмелле юрламасть Исмен, майӗпен ҫеҫ тӑсать юррине.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Туй юррине халех ан пуҫлӑр, ӑна вӑрмана ҫитсен юрлӑпӑр…
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пурне те хӑйӗн юррине юрлаттарасшӑн.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ачасем халӑх юррине юрласшӑн
Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh
Ахтупай ун юррине итленӗ хыҫҫӑн канӑҫне ҫухатрӗ.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӑпка юррине те ӑнланмасть вӑл халь.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ытарми сассипе юррине шӑратса Вӑл кӗрейрӗ шыва акӑш евӗр утса!
Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.
Ун юррине эс нихҫан та илтейместӗн.
Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.
Малтан вӑл эпӗ шӑнкӑрч чӗппине мӗнле ҫӑлса хӑварни ҫинчен каласа пачӗ, унтан юррине итлеме сӗнчӗ.
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
Ҫук, урамра чӑтса тӑраймарӗ, шӑнкӑрч юррине итлеме пӳрте кӗчӗ.
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
Ҫав тери савӑнӑҫлӑн, ҫунаттисене ал ҫупнӑ пек ҫапса, хавасланса шӑрантараҫҫӗ хӑйсен юррине.
Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.
Ҫерҫисен юррине итлесе йӑлӑхнӑ шӑнкӑрч чӑтаймарӗ, йӑвинчен сиксе тухса, темӗн тӗрлӗ шӑхӑра-шӑхӑра юрлама пуҫларӗ.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
— Пуҫларӗ ӗнтӗ хӑй юррине…
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ҫаплах хӗрсен чӑваш юррине шӑрантараҫҫӗ.
VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Тухрӑм эпӗ Атӑл хӗррине Итлемешкӗн ҫӗршыв юррине…
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.