Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрлама (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрлама?

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗлетӗн-и, ачам, — терӗ, — тата вӑл юрлама юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисем те унпа пӗрле юрлама тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Валтиелсем ҫеҫ мар, Килтешре пурӑнса пуп юррине юрлама вӗреннӗ Савантере те ҫакӑ чунтанах тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун сассине илтсе, каччӑсем виҫҫӗшӗ те шарт! сикнӗ пек пулчӗҫ те, старике асӑрхаса, юрлама чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камӑн та камӑн парни чи маттур йӗкӗте тивӗҫ пулать, ун ҫинчен юрӑҫсем юрӑсем юрлама тытӑнаҫҫӗ, ун пек хӗр чапӗ вара пӗтӗм таврана сарӑлать…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сирӗн итем ҫипче пытарса хунине Илсе пыма хушрӗ патша парнине, Ҫиментее кӗслипе ямалла Майра патша патӗнче выляса юрлама…»

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сурхури вӑхӑтӗнче пухӑнсан, Таш ташлама пӑрахсан, Тытӑнаҫҫӗ ҫӗр яма, Такмакласа юрлама: Пулас пурнӑҫ хисепне Ҫӗррисене чӳлмеке Пӑрахаҫҫӗ шыв ӑшне, Пӑтратаҫҫӗ йӗкепе.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Карели вӑрманӗнчи кайӑксем кун таврӑннипе тата хаяр вӑрҫӑ шавӗпе юрлама пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эх, ма юрлас мар, савнас мар, — юрӑ юрлама пуҫларӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Эпир ку юрра тӗрлӗ сасӑпа юрлама вӗреннӗччӗ, халь аппа тон панӑ пек харӑс, кашни хӑй вӗреннӗ сасӑпа юрласа ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑрушӑ тӗле ҫитсен Хветюк ашшӗ юрлама памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ывӑлӗ, хӗрӗсене хисеплесе пӗтерсен эп те юрлама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апат ҫисе кӳлӗ хӗрне ларсан, Ҫатюк хӑй пӗлекен юрра юрлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир «Варшавянка» та, «Интернационал» та юрлама вӗреннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юрлама пуҫланӑ кайӑксем еннелле утма тӑрать ҫеҫ, куҫа курӑнман юрӑҫсем теме сиссе шӑпӑрт пулаҫҫӗ, мучин ҫамрӑклӑхӗ аяккалла кайса ҫухалнӑ пекех, пӗчӗк юрӑҫсем те таҫта вӗҫсе пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Сан умна вӗҫсе те пыраяс ҫук Юрлама чӗреҫӗм юррине!

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.

Унӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ, хӑюлӑхӗпе ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн вӑхӑтри писательсене те хӑюллӑ, илемлӗ произведенисем ҫырма, революци ӗҫне парӑннӑ ҫынсене мухтав юрри юрлама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Ҫамрӑкранах вулама, ӳкерме, юрлама юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Ӗҫ ҫинче Кирук хора ҫӳреймерӗ, шкула кайма вӑхӑт ҫитсен тин каллех чиркӳре юрлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех