Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑтса (тĕпĕ: ывӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун сӑмахӗсене ӑнланнӑ пекех, пӑши пуҫне илемлӗн ывӑтса, пӗр тикӗс тытса пирӗн пата чупсах пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл пуҫне илемлӗн ывӑтса илчӗ те каллех пире хирӗҫ виҫ-тӑватӑ утӑм турӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йӑван пиччӗшӗн тӑнлавӗ автомашина кустӑрми ывӑтса янӑ чулпа пылчӑкланнӑ, шӗвӗр кӗтесси касса кӗнӗ вырӑнтан юн сӑрхӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӗнелсем патне ҫывхарса пынӑ май Мыйраки кӳсекне айккинелле ывӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мейӗр, тархасшӑн! — тесе тутӑра ывӑтса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрсенех вӑл чарӑнчӗ те пакурне айккинелле ывӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сайхахне ывӑтса ячӗ те халӑх еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫакӑнтах ывӑтса хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳсекне те ҫакӑнтах ывӑтса хӑвартӑн-ҫке эсӗ?

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫхине хураха ывӑтса хӑварнӑ вырӑнта никам ҫуккине курса, иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине ҫуйлӑн пӑхса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пуҫӗнче «Пакӑш ращи» патӗнче пулса иртнӗ ӗҫсемпе кӗпер айне ывӑтса хӑварнӑ хурах нимӗн чухлӗ вырӑн та йышӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан ӑна ал вӗҫҫӗн ҫӗклерӗ те: — Ма ҫыпҫӑнас сан чипер тӑракан ҫын ҫумне? — тесе ывӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑри пакурне амбар умнелле ывӑтса ячӗ те, кил хушши варринче чарӑнса тӑрса, ҫурт-йӗрӗ тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑвансем пӗр-пӗрин ҫине куҫ ывӑтса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл шавласа-кашласа авӑнакан йывӑҫ вулли тӑрӑх хӑвӑрт анма пуҫларӗ, кӗҫех чикмеке тӑратса хунӑ вырӑна та ҫитрӗ, анчах хӑватлӑ ҫил ӑна хӑйӗн куҫа курӑнман аллисемпе айккинелле ывӑтса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мария Федотовна, комсомолецсен ҫӗнӗ секретарӗ, Мышкин хуткупӑсне тӑсса ярсанах урай варрине тухрӗ те, аллисене ҫупса, кукленсе, урисене малалла ывӑтса, вӑйлӑ кӑна ташласа пачӗ, юлашкинчен Хрестук умне пырса тапӑртатса тӑчӗ, кӑштах пуҫне тайса, икӗ аллине те ун еннелле тӑсса, ташлама сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур пӳлӗм тӑрӑх утнӑ майӑн хӑяккӑн, систермелле мар, ҫав-ҫавах лӑпкӑ тӑракан хӑна ҫине куҫ ывӑтса илет, апла та, капла та шухӑшласа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, паянхи уяв паттӑрӗ, тутӑрне хулпуҫҫи урлӑ ывӑтса, сарӑ ҫӳҫне тӳрлетсе илчӗ, унтан хут купӑсне тӑсса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялти яш-кӗрӗмсем пулас кӗрӳпе юлташне, чаппанпа хупласа, тӑнсӑр пуличчен хӗненӗ, юлашкинчен иккӗшне те картиш урлӑ юр ӑшне ывӑтса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта ҫамрӑксем икӗ алла харӑс ывӑтса, кам пӗр канмасӑр миҫе картлашка хӑпарма пултарнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех