Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыраҫҫӗ (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку, лашине вӑрланӑ тени — начар хыпар, ахаль мар шыраҫҫӗ ӗнтӗ ӑна.

Плохая это весть, что у него украли коня, не напрасно его ищут.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кунта ӑна темле юланутлӑ ҫынсем шыраҫҫӗ.

Тут его искали какие-то конные.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ытти ехусене вӗсем уй-хирсене хӑваласа яраҫҫӗ, кунта ехусем тӗрлӗ тымарсем шыраҫҫӗ, пур курӑксене те ҫиеҫҫӗ, вилнӗ чӗрчунсен шӑршланнӑ какайне тупса тӑранаҫҫӗ, хӑш чухне вӗсем пӑсарасемпе люхимухсем (хирти йӗкехӳресем) тытаҫҫӗ.

Остальных же выгоняют на поля, где те роют коренья, едят различные травы, разыскивают падаль, а иногда ловят хорьков и люхимухс (полевых крыс).

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ку тымара ехусем ҫав тери тӑрӑшса шыраҫҫӗ, ӑна вара ҫав териех киленсе ӗмеҫҫӗ.

Еху старательно разыскивают этот корень и с большим наслаждением его сосут.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӗрсем каччӑ шыраҫҫӗ, каччӑсем хӗр суйлаҫҫӗ, теприсем тата Виммербю ярмӑрккине канфет ҫиесшӗн, ташласшӑн, ҫапӑҫасшӑн, вӑхӑта хаваслӑн ирттересшӗн кӑна килеҫҫӗ.

Девицы искали себе женихов, молодые люди — невест, некоторые приезжали в Виммербю лишь для того, чтобы поесть конфет, поплясать, подраться, повеселиться.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пурте тӗрткелешеҫҫӗ, пурте такама шыраҫҫӗ.

Почти все проталкивались в толпе и кого-то искали.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсем ирех пирӗн ҫине килме ҫул кӑтартакансем шыраҫҫӗ, тет.

Ищут проводников, чтобы с утра идти на нас.

«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Иккӗленсе тӑмалли ҫук ӗнтӗ: нимӗҫсем пире шыраҫҫӗ, тен, вӗсем пирӗн йӗр ҫине те ӳкнӗ пулӗ.

Сомнений быть не могло: немцы нас ищут и, может быть, уже напали на наш след.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Геологсем минералсем шыраҫҫӗ, астрономсем ҫӑлтӑрсемпе Ҫӗре сӑнаҫҫӗ, капитан командӑри тепӗр ҫынпа пӗрле тарӑн ҫырмасемпе кратерсене анса ҫӳрерӗ…

Геологи искали в ее недрах минералы. Астроном наблюдал звезды и Землю. Капитан с одним из членов команды совершал трудные спуски в самые глубокие трещины и кратеры.

Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Тӑватӑ кушак ҫури валли халӗ ҫӗнӗ хуҫасене шыраҫҫӗ.

Всех четверых котят сейчас пристраивают.

Кушак ҫурисене йышӑнма килӗшменшӗн Чулхула ҫынни хӗрсене хӗненӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30174.html

«Ҫынсем, пӗлӗве мар, — манӑҫ пулмаллине, лӑпланмаллине шыраҫҫӗ».

«Люди ищут забвения, утешения, а не — знания».

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Паллах, шыраҫҫӗ!

Конечно, ищут!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫынсем манӑҫ пулмаллине, лӑпланмаллине шыраҫҫӗ, — пӗлӗве мар!

— Люди ищут забвения, утешения, а не — знания!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

— Ленӑна кӳршӗ ялсем тӑрӑх шыраҫҫӗ иккен эсрелсем.

— Лену по соседним деревням, оказывается, ищут.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Унта халӗ урамсем тӑрӑх салтаксемпе полицейскисем ҫӳреҫҫӗ, вӗсем тӗпсакайсемпе сарайсене, ҫуртсен тӑррисемпе путвалсене ҫутатса Ленӑпа Кольӑна шыраҫҫӗ, хваттерсене кӗрсе ухтараҫҫӗ, ачасене тыта-тыта каяҫҫӗ.

Там ходили по улицам солдаты и полицейские, освещали подвалы, сараи и чердаки, обыскивали квартиры, хватали детей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Таҫта ҫывӑхрах нимӗҫ офицерӗсемпе полицейскисем фонарьсемпе ҫутатса вӗсене шыраҫҫӗ.

Где-то недалеко уже шарят лучами фонари офицеров и полицейских.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Вӗсем е пире шыраҫҫӗ, е тата хӑйсене тарӑхтарнӑшӑн тавӑраҫҫӗ.

Они либо нас ищут, либо в отместку бомбят, что побили их здесь.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пирӗн республикӑна халӗ ҫынсем пур енчен те килеҫҫӗ, пурте ҫӑлӑнӑҫ шыраҫҫӗ

В нашу республику со всех концов народ идет, все защиты ищут…

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӗсем утӑ шыраҫҫӗ иккен, хӑйсем яла кӗме хӑраҫҫӗ: пур ҫӗрте те нимӗҫсем.

Они, оказывается, сена искали, а в деревню боязно им заходить: немцы везде.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Ӑҫта эсӗ, батько, сана козаксем шыраҫҫӗ.

— Где ты, батьку? Ищут тебя козаки.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех