Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултра сăмах пирĕн базăра пур.
шултра (тĕпĕ: шултра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене 3 уйӑхран пуҫласа вакцинаци тума пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

Мӑйракаллӑ шултра выльӑха кӗтӗве тухиччен вакцина тутармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

Чӑваш Республикинче мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗр язвинчен вакцина тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60476

…Сулагаев вӑйпа тенӗ пекех пӗр сумкине — сап-сарӑ панулми, теприне шултра ҫӗрулми тултарчӗ те пӗччен йӑтса утма йывӑр тесе Таранова шоссе хӗррине ҫитичченех ӑсатма пычӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна шултра хыр пӗренисенчен хӑпартнӑ, никӗсӗ кӑна кирпӗчрен.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Каярахпа, ҫӗр ӗҫченӗсен пурнӑҫӗ лайӑхланса пынӑ май, ҫав вырӑнта шултра хыр пӗренисенчен тунӑ икӗ сыпӑклӑ капмар пӳрт ҫӗкленчӗ: киввин тӑватӑ чӳрече, кунӑн вара — улттӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Республикӑра 50 пин ытла ҫемье ҫак статуса илнӗ, ҫавсенчен 10 пинӗшӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усрать.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ҫӑлтӑрсем темшӗн шултра курӑнчӗҫ, анчах тепӗр самантранах чӑлтӑр-чалтӑр туса сапаланчӗҫ те, сывлӑшра кӑвак, хӗрлӗ, симӗс ҫутӑсем ункӑланса шӑва пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫӗрте сайра та шултра упасаррисем ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эпӗ те хама хаваслӑ туйса кайрӑм, ешӗл вӑрман ҫине, хӗвел ҫутинче ҫаплах йӑлтӑртатакан шултра тумламсем ҫине хӗпӗртесе пӑхрӑм, вӑрманта кайӑксем чӗвӗлтете пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Шӳсе кайнӑ шлепке хӗррисенчен плащ ҫине шултра тумламсем татӑла-татӑла ӳкнӗ, ҫӳхе ҫӑмӑл плащ, шапарса, хӑйӗн йывӑрӑшне сисӗнмеллех ӳстерсе пынӑ — хулӑнланнӑ, чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫакӑ уйрӑмах лайӑх сисӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Халь ҫеҫ кӑларса пӑрахнӑ шултра шурӑ ҫӗрулмисем кӗрен сысна ҫурисем пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шемердяновсем — шултра халӑх.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрманти ытти йывӑҫсенчен уйрӑлса ҫара ҫӗрте ирӗккӗн ӳсекен шултра туратлӑ лутра вӗрене айӗнче кӑвак сухаллӑ мучи ларать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Мӗн пулнӑ? — лӑпкӑн ыйтма тӑрӑшрӗ Шанаров, анчах ҫамки ҫинче шултра тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Лайӑхрах пӑхрӗ те Ахмар лешсене пӗр арта ялккас — вӑрӑм та шултра сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваласа тунӑ пысӑк ялккас тӑхӑннӑ лутака ҫын хӗтӗртсе тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк ытти юмансенчен капмарлӑхӗпе, шултра тураттисемпе уйрӑлса тӑракан кӑвак юман куҫӗ умне пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмирӑн сывӑ юлнӑ куҫӗнчен пӗртен-пӗр шултра куҫҫулӗ юхса тухрӗ те пичӗ ҫине кусса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чавка пуҫӗ пек шултра юр лап-лап туса ӳке пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уланкине тутарттарчӗ Шӑрҫа пуҫлӑ ҫӑпата, Ярчӑк вӗҫне яртарттарчӗ Шултра шурӑ нухрата.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех