Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнмест (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, никам та хирӗҫ чӗнмест, ятлаҫма та пулин килмест.

Нет, никто не слышит его, хоть бы пришел поругал кто…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Акӑ ӗнтӗ кӗҫех каҫ пулма кирлӗ; ӑна ҫаплах никам та чӗнмест, нимӗн те ыйтмасть, нимен те каласа памасть.

И вот во дворе уже ночь, а его до сих пор не зовут, ни о чем не спрашивают, ничего не говорят.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче вара те шухӑша кайнӑ, те ыйхӑ пуснипе, ҫул тӑршшӗпе пӗр сӑмах та чӗнмест.

Дядя Касьян то ли глубоко задумался, то ли задремал — за всю дорогу не проронил ни слова.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗлип чӗнмест.

Хелип не оглядывается.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫатан кутник ҫинче ларакан Ухтиван хускалмасть те, чӗнмест те.

Ухтиван как сидел на нарах, так и не шевельнулся.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепи пуҫне чикрӗ те нимскер те чӗнмест.

Савдеби потупила голову и замолчала.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван чӗнмест — вӑл ҫывӑрса кайнӑ.

Ухтиван не отвечает — он спит.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр, айӑпа лекнӗ ҫын пек, пуҫне чикнӗ те нимӗн те чӗнмест.

А та, словно провинившийся ребенок, потупила голову и молчит.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ахаль те чӗмсӗрскер, тӗлӗннипе Яриле старик пӗр сӑмах та чӗнмест.

Яриле, и без того робкий старик, и вовсе растерялся, сидит помалкивает.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле чӗнмест, аллине те памасть, вӑл — ҫиет.

Но Илле Щеголь словно не слышит, не подает руки, он — ест.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ваҫлей чӗнмест ним: шалт аптранӑ, Вӑл шалкӑм ҫапнӑ пек тӑрать.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ чӗнмест

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ чӗнмест.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Левентей чӗнмест, вӑл ҫав-ҫавах хӑйне каччӑ евӗр ирӗклӗн тытаймасть-ха.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман чӗнмест, вӑл ку сӑмахсем ҫине мӗн каламаллине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнтӗ хай кӑмӑлне тӗрӗслемелли теветкеллӗ самант килсе тухрӗ: кама чӗнет, кама чӗнмест Сафа-Гирей хӑйӗн хисеплӗ ҫыннисенчен пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларма.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нимӗн те чӗнмест.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак халь качча кайнӑ та сӑмах та чӗнмест.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тукай мӑрса манчӗ пире, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннисене ниҫта та чӗнмест, — кулса мӑйӑхне шӑлкаласа калаҫрӗ ватӑ хусах.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Алюнов нимӗн те чӗнмест, ыттисемпе те калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех