Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳтлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
хӳтлӗх (тĕпĕ: хӳтлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, те кӑштах хӳтлӗх пултӑр тесе ӗнтӗ, хӑйпе пӗрле Укаслӑва та илсе кайсаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавалтан сылтӑмра асат хуҫнӑ сӑртра, Сӗм вӑрман сип-симӗс, шалт юман та ҫӑка, Тата чӑлаланнӑ шӗшкӗпеле палан, Ҫӗрле хӳтлӗх тума тӑвансемшӗн аван.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унӑн сарлака та ҫутам кӗлетки, юман пек тӗреклӗскер, мана пысӑк хӳтлӗх кӳнӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Янеев хуллен, пӗр сассӑр, хӑйне хӳтлӗх тунӑ тӗмӗ ӑшӗнчен тухрӗ те Ухта еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пирӗншӗн ку — хӳтлӗх вырӑн, вӑхӑтлӑх пурнӑҫ йӑви пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм пухса янин тӗп сӑлтавӗ — организацисен укҫа ҫукки, вӗсенче производство калӑпӑшӗ чакни, пурнӑҫланӑ ӗҫшӗн заказчиксем вӑхӑтра тӳлеменни.

Главная причина накопления долга по выдаче зарплат, как сообщается в Министерстве труда и социальной защиты Чувашии, заключается в том, что организациях нет денег, у них наблюдается сокращение объема производства, не своевременная оплата заказчиком выполненных работ.

Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34616.html

Ялсенче пурӑнакансене халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан сферӑри законодательство улшӑнӑвӗсемпе, округри ял хуҫалӑх аталанӑвӗн малашлӑхӗсемпе, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен шучӗпе регистрациленекенсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессипе, патшалӑх порталӗн майӗпе илекен услугӑсемпе, тӗрлӗ ултавҫӑсенчен сыхланмалли майсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Ҫӑмӑлах мар пулӗ ӗнтӗ вӗсене те пурнӑҫра пӗрремӗш хут, ашшӗ-амӑш пулӑшмасӑр, хӑйсен тӗллӗн вӗҫеве тухма, апат та хӳтлӗх тупма.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӗсем ҫинче, тип тӗтреллӗ, хӳтлӗх вӑрман йӑрӑмӗллӗ ката хӗрринче, сӗвӗрӗнкӗ, шӑркаланнӑ сӑра кӑпӑкӗ пек ҫӳхе, шупка кӑвак пӗлӗтсем, пӗр-пӗринпе пӗтӗшсе, пӗр хускалми тӗлӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Андрей хӳтлӗх куҫлӑхне хывса хучӗ, ӑнса пыракан ӗҫшӗн савӑнса хӑй сисмесӗрех юрӑ ҫемми шӑхӑркаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗчӗк хуралтӑсем, хӑйсене валли хӳтлӗх шыранӑ пек, пӗр-пӗрин ҫумне лапчӑнса ларнӑ.

Домики, словно ища опоры, жались один к другому.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ниҫта та хӳтлӗх ҫук сана, ывӑлӑм! — хурлӑхлӑн ӗсӗклерӗ хӗрарӑм ӑна хӗрхенсе.

— Бесприютная ты моя головушка! — запричитала она над ним.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Нимӗнле ҫывӑх ҫын та, нимӗнле хӳтлӗх те ҫук ӑна кунта.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пирӗн кунта нимӗнле хӳтлӗх те ҫук, — хӑйӗн юлашкинчен татнӑ шухӑшне пӗлтерчӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял йӗри-тавра ҫӗр чав-тарма, йывӑҫ турттарса хӳтлӗх тутарма ӗлкӗрчӗ вӑл, кирпӗчрен е чултан хӳме ҫавӑрма вӑй ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф ӑна ӑсатма чатӑртан тухрӗ те тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе кайрӗ: лаша тӑратмалли хӳтлӗх енчен ӑна хирӗҫ икӗ йӗкӗт килеҫҫӗ — Исмаил ывӑлӗсем.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан ҫывӑхӗнчи халӑхсем пурте пирӗн пата килеҫҫӗ, пирӗн патӑмӑрта хӳтлӗх шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашасем тӑраҫҫӗ хӳтлӗх ҫи витти айӗнче, тимӗрҫӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас, мӗнле те пулин хӳтлӗх тупма май пулмӗ-ши тесе, пахчаналла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утаршӑн пулсан вӑл ҫӑкасем хӳтлӗх кӑна мар, питӗ кирлӗ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех