Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсем (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсем юрлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ҫитӗ, хӗрсем! — терӗ вӗсене Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Манӑн нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, хӗрсем

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Арҫынсем пирки мар, уксах-чӑлах хӗрсем ҫинчен калатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Тепӗр чухне эсӗ те ӑслӑ сӑмахах персе яраканччӗ, — кулса ячӗҫ хӗрсем, Валентинӑна икӗ хулӗнчен те ярса тытса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ытти хӗрсем ун ҫине кулкаласа пӑхса илчӗҫ те сӑмах чӗнмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пуху хыҫҫӑн хӗрсем Атӑл хӗррине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Залри ҫынсем хӗрсем ҫине пӑхаҫҫӗ те ҫав тӗлӗнмелле музыкӑна илтеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Клубра нимӗнле музыка та ҫук, анчах хӗрсем ҫине пӑхатӑн та, музыка сассине илтетӗн: вӑл инҫетрен-инҫетрен хумлӑн-хумлӑн ярӑнса килнӗ пек, вӑл паянах пурнӑҫланнӑ, ыранах пурнӑҫланакан ҫутӑ-ҫутӑ ӗмӗтсем ҫинчен янӑранӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӗрсем хӑйсен биографийӗсене каласа паччӑр…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑвӑрах пӗлетӗр, ку бригадӑри хӗрсем сахалах укҫа ӗҫлесе илмеҫҫӗ, анчах вӗсен туянмалли те нумай: ҫитӗннӗскерсене, хитрескерсене, чаплӑ костюмсем, кӗпесем, пушмаксем кирлӗ, унсӑр пуҫне — киносем, театрсем, концертсем тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Хӑвӑрах пӗлӗр, упасем… — ӑшшӑн кулса, каччӑсем еннелле пӑхса илчӗҫ залри хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Тӗрӗс! — харӑс ответлерӗҫ хӗрсем вырӑнне каччӑсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗрӗс калатӑп вӗт, хӗрсем?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Владимир Петрович калашле, ун чух пӗлӗт те, шыв та, сывлӑш та сенкер тӗслӗччӗ, мана хирӗҫ те, манпа юнашар та кӑвак е шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем утатчӗҫ, вӗсен аллисенче те, куҫӗсенче те кӑвак чечексемччӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Апла пулсан, Сергей Есенин калашле, пире те хӗрсем юратнӑ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпир юратса курнӑ ӗнтӗ, сире те хӗрсем юратнӑ, вӗсенчен чӑн лайӑххи, тен, сирӗн мӑшӑрӑр пулӗ, апла пулсан, эсир унӑн куҫӗсемпе калаҫма пӗлместӗр-и вара, юлташӑм?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унта сирӗн пек хура куҫлӑ хӗрсем пурӑнччӑр, — хӑюллантӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ун урамӗсемпе чакӑр куҫлӑ хӗрсем ҫӳреҫҫӗ, кашнин аллинчех — кӑвак сирень чечекӗсем…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пирӗн аттесемпе аннесем, пиччесемпе аппасем, йӑмӑксемпе шӑллӑмсем, ывӑлсемпе хӗрсем пурте киле таврӑнччӑр.

Чтобы наши отцы и матери, братья и сестры, сыновья и дочери вернулись домой.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех