Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗл сăмах пирĕн базăра пур.
хӗл (тĕпĕ: хӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Н. И. Ашмарин словарӗнче «ӗлӗк чухне» сӑмах ҫаврӑнӑшне ҫакӑн пек пуплевпе ҫирӗплетсе панӑ: «Эпӗр ӗлӗк чуне ӗлӗкчӗ, ҫичӗ хӗл каҫнӑ пӑланччӗ» (IV вып., 100 стр.).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Регион климачӗ тропиклӑ шутланать, ҫу вӑхӑчӗ кунта шӑрӑх та типӗ (ака — ҫӗртме), муссонсен тапхӑрӗ пур (утӑ — авӑн), хӗл вӑхӑтӗнче сулхӑн та типӗ ҫанталӑк тӑрать.

Климат региона характеризуется как тропический, отличается жарким и засушливым летом (апрель — июнь), периодом муссонов (июль — сентябрь) и прохладной и сравнительно засушливой зимой.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Чӑваш патшалӑх драма тата Ҫамрӑксен театрӗсенче Хӗл Мучи резиденцийӗсене те уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пек, пирӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та ачасен ӗмӗчӗсене пурнӑҫласа Хӗл мучи парнисене панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл Мучи парнисене панӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ачасем вара Хӗл мучипе Юр пикерен парнесем кӗтеҫҫӗ, хӑйсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗл Мучи парнисене панӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Хӗл пӗрремӗш уйӑхӗнчех хӑйӗн кӑмӑлне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Халӑх паттӑрлӑх кӑтартнӑ пек, ҫав йывӑр ҫул, шартлама сивӗ хӗл ҫитсен те, юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑҫан та пулин ӑна та ҫапла масар ҫине йӑтса килӗҫ, сивӗ шӑтӑка чикӗҫ — ҫулла пулӗ-и вӑл, шартлама сивӗ хӗл кунӗ-и — пӗрре вӑл та ӗмӗр-ӗмӗр таврӑнмасла вилсе выртӗ, пуринчен ытла пытарма тӑванӗсем ҫукки шухӑшлаттарать Укане.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Утти-вутти хӗл каҫма ҫитет-ха ун, Ҫимун хӑй хатӗрлерӗ, вӑйне шеллемерӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ик ачипе хунямӑшне те унӑнах пӑхмалла, вӗсен ҫи-пуҫне сапласа, ҫуса тӑмалла, яшки-ҫӑкрине пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗхне чипер хӗл каҫармалла, вутти-шанкине такампа татса ҫурмалла…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мамӑк пальто витӗр кӗрсе хаяр хӗл сивви шӑм-шака ҫаплах ҫӳҫентерет.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Улпут майри мар вӗт эп хӗл варринче икӗ пӳлӗм ӑшӑтса пурӑнма.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шартлама сивӗ хӗл ӳт-тире тумтир витӗр чӗпӗтекен, ҫырмасене витнӗ пӑра шатӑртаттарса ҫуракан хаяр хӑвачӗпе мӗнпур тавралӑха ыталаса пӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑн пек сивӗ хӗл пулнӑ ун чухне те.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, хӗл кунӗнче ма мунча кӑмаки сӳтсе аппаланатӑн, Петрук? — ыйтса тарӑхтараҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сахал-и унта татса памалли ыйтусем: пӗрин карти-хурине хӗл лариччен юсамалла, теприне вӑрмантан вутӑ кӳме пулӑшмалла, виҫҫӗмӗшне ӑшӑ сӑмахпа йӑпатни те теме тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унта пулли те тем чухлех, хӗл ларичченех хур-кӑвакал кӗтӗвӗсем пысӑк шурӑ утравсем пек курӑна-курӑна лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашниннех пӗлтӗрхи тырри хӗл каҫмалӑх пур.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа, шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ тенӗ пек, юлашки ҫулсенче Куҫук арӑмӗ хӗл каҫарма пӗр аҫа вырӑнне икшер аҫа хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗркуннерен аҫа тесе хӗл каҫарма хӑварнӑ хурӗ ҫуркунне хайхи ҫӑмарта туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех