Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑюллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хӑюллӑ (тĕпĕ: хӑюллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗнле хӑюллӑ хӗрарӑм эсир, йӗкӗреш ҫуратнӑ кашни амӑшӗ ун пек калама хӑймаҫ», – терӗ медсестра.

«Какая, женщина, вы смелая, не каждая мама близнецов в таком признается», – сказала медсестра.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

– Ман Настя пек хӑюллӑ пулас килет, – мӗн шухӑшланине каларӗ Маша.

– Я бы хотела быть смелой, как Настя, – призналась Маша.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр, анчах хӑюллӑ тата яваплӑ пулсан кӑна.

Возможен карьерный рост, если будете действовать смело и ответственно.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑюллӑ йышӑнусем тума ӑнӑҫлӑ эрне.

Отличный период для принятия смелых решений.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паян Шупашкарти чи хӑюллӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем строя тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Серепе варринче Мерчен Мишши тилӗ евӗр кускалать, унталла пӑхать, кунталла — Потапова шырать, анчах лешӗ, ӑслӑскер, эрешмен картинех лекес ҫук-ха — сӑввисем хӑюллӑ унӑн.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав хӑюллӑ, мал ӗмӗтлӗ механизатор радиопа тухса калаҫрӗҫке!

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑюллӑ пулмалла ҫыравҫӑн, пуҫра мӗн шухӑшланине хут ҫине пӗр шиксӗр куҫармалла.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кермӑна вара хӑй вӑхӑтӗнче хӑюллӑ пулнӑшӑн мухтама та юрать кӑштах: ялта пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм хушӑнчӗ, атту Верук хӗрӗ маляра вӗренсе тухсан хулара юлатчӗ те ялшӑн пуҫӗпех ҫухалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑюллӑ та паттӑр пулни, нимрен те хӑраманни, дисциплинӑн ҫирӗп шайӗ – сирӗн профессине суйласа илнисен паллӑ енӗсем.

Мужество, отвага, бесстрашие, высочайший уровень дисциплинированности - вот качества, характеризующие каждого представителя вашей профессии.

Олег Николаев Пушар хуралӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/30/gla ... aet-s-dnem

Сотрудниксем пурте шаннӑ тивӗҫе пӗлсе пурнӑҫлаҫҫӗ, йывӑрлӑхран хӑраман хӑюллӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ, паттӑр ҫынсем вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%85a%d1% ... bb%d0%bba/

Вӑл Павел Морозов пекех хӑюллӑ та хастар ача пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Лапшу Ҫтаппанӗ — хӑюллӑ та ӑста сунарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вырӑс литературинчи ирӗк шухӑшлӑ произведенисем ӑна хӑйне те ирӗклӗхшӗн кӗрешме хавхалантарнӑ, унӑн ӑс-тӑнне хӑюллӑ шухӑшсемпе пуянлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Вӑрҫӑра Алга паттӑр салтак, хӑюллӑ командир пулнӑ — ку паллӑ, анчах та пуринчен ытларах вӑл — поэт, совет поэзийӗн тӗллевӗсене вӗҫне ҫитичченех ӑнланса, чӗринчи пӗтӗм вут-хӗме халӑха пама тӑрӑшса ӗҫлекен пирӗн чи лайӑх поэтсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Журналистӑн хӑюллӑ, витӗр куҫлӑ пулмалла — малта пыракансене ырланипе пӗрлех унӑн малалла кайма чӑрмантаракансене те ҫивӗччӗн питлемелле», — час-часах ҫапла калама юратать Паланов, анчах редакцире ӗҫлекенсенчен хӑшӗ те пулин фельетон ҫырасси пирки асӑнсан вӑл шӑл ыратнӑ чухнехи пекех асапланма тытӑнать — кам умӗнче те пулин куҫран ӳкесрен, критикӑна ытлашши ирӗке ятӑр тесе хӑйне ят тивесрен шикленет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫавӑншӑн хӗпӗртенӗскер хӑюллӑ та чӑрсӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Чи хӑюллӑ офицерсемпе салтакӑмсене наградӑлас тӗтӗп! - терӗ те Пӑкачав медальсене чатӑртан илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Аванкая ҫак хӑюллӑ та нимрен хӑраман пусмӑрпа мӑшкӑла тӳсес темен яшсем питӗ килӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу вӑл ҫав териех хӑюллӑ иккенне, ухӑпа кашкӑра хирӗҫ тухасса шутламанччӗ те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех