Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварса (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫ-тӑватӑ ҫултах дистрофи текен чир хӑртса-чӑмласа хӑварнипе ҫиҫӗм ҫунтарнӑ мӑйӑр пек шуранкарах сӑн-питлӗ, куҫӗ ҫурхи ҫӗмӗрт ҫулҫине аса илтерет, ҫырӑ ҫӳҫне ҫамка тӗлӗнче тӗпек хӑварса кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хальхинче унӑн Полинӑпа пурӑнса ирттернӗ ҫичӗ тинӗс, ҫичӗ ту леш енчи сакӑлталлӑ-тумхахлӑ, хурашурлӑ, вачаккипе тутли хутӑш пурнӑҫа ҫак касса уҫӑлми вӑрман пек катаран-катаран пуҫласа, пуҫтарса, анчах кукри-макрине сиктерсе, «алласа хӑварса» унӑн тӗп тапхӑрӗсене — «юпаллӑ ҫулӗсене» — те пулин, йӗркепелен уҫӑмлӑх парса, аса тавӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑҫа Ула Тимӗр, пехле-пехле, тӗпӗнчен ҫӗҫӗпе касса илчӗ, унтан, тӑршшӗне хӑлаҫ тӑршшӗ хӑварса, шӑнӑрӗ ҫирӗпленме ӗлкӗреймен тӑррине касса татрӗ, тураттисене иртрӗ, вара пулас «шампура» кӑвайт патне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, эрех тесен Америкӑри ҫӗр те икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчен те куҫа хупмасӑр я-я-янк! сикме хатӗрскер, пуракне те, ҫыртмаллисен пакетне те юлташӗсене тыттарса хӑварса, хурҫӑ ӑйӑрне хаваспах сиккипе поселокалла ӗрӗхтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лава ҫул варринех хӑварса, сасӑ илтӗннӗ ҫӗре эпӗ пӗр туххӑмрах ыткӑнса ҫитрӗм те хӑранипе кӑшт ҫеҫ кайса ӳкмерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Танк хӑй хыҫӗнчен кӑвакрах тӗтӗм йӗрӗ хӑварса, тапранса кайрӗ.

Танк тронулся, оставляя за собой синеватую полоску дыма.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Секретарь вара, ҫаплах аллисене вӗҫертмесӗр тӑракан ҫамрӑксене хӑварса, хӑвӑрт малалла утса кайрӗ.

И секретарь быстро зашагал вперед, оставив молодых людей, так и не прервавших прощального рукопожатия.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен хыҫӗнче вара март хӗвелӗ хӑй хыҫӗнчен тӗтреллӗ, сӳнсе пыракан ҫутӑ хӑварса анни палӑрать.

закатывалось еще холодное солнце начала марта, оставляя за собою меркнущий, сумеречный свет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Республика Правительствине ҫавнашкал сӗнӳсене, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума пулӑшмалли майсене пӑхса хӑварса, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта тӑратма ыйтатӑп.

Прошу Правительство республики в течение первого полугодия представить такие предложения, предусмотрев и меры поддержки в строительстве жилья.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хамӑрӑнне манӑҫа хӑварса ютсенне мала хурас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Василий Леонтьев вара тин ҫуралнӑ ачине хӑварса хаяр вӑрҫа тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Вӑрӑм, йывӑр пӗренесем, тусанлӑ ҫул ҫинче тарӑн йӗр хӑварса, малалла шурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чипер юлӑр, эпӗ кайрӑм, — тесе, пӳлӗме хаклӑ духи шӑрши хӑварса, тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗллехи янкӑр тӳпере, хӑйсем хыҫҫӑн шурӑ тӗтӗм ҫулӗ хӑварса, виҫӗ реактивлӑ самолет шӑхӑрса иртсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл ҫырӑ куҫлӑ, хӗрлӗ куҫ харшиллӗ, хӗрлӗ ҫӳҫне тӗпек хӑварса кастарнӑ, хӗрлӗ питне чӗкеҫ шатри сӑрса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ ӑна хӑварса лав еннелле чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Революцие пирӗн аттесем турӗҫ, эпир ҫӗршыва сыхласа хӑварса коммунизм никӗсне хыврӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Управлени умӗнче анса юлнӑ Василий Викторович каткари шывпа аттине ҫурӗ, лайӑх сӗрсе тасатнӑ пусма картлашки ҫине йӗр хӑварса кантура кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Акӑ вӑл унӑн хырӑмне алтӑкласа илет, ҫиелтен тӑваткал шӑтӑк хӑварса питӗрет, тутана хыпмалли хӳри вырӑнне, унтан ҫунат вырӑнӗсене шӑтарать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Си-вӗре шӑнса чире кайӑн, — шӳтлесе илчӗ те Ваҫли, Элекҫее хӑварса, Микуласем хыҫҫӑн тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех