Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуран сăмах пирĕн базăра пур.
хуран (тĕпĕ: хуран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ула Тимӗр куҫне ҫавӑнталла вичкӗнлетрӗ — куҫ ҫӗклейми кӗмсӗркке, чашкӑрса та чашласа вӗрекен хура хуран хӗрри курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хуран айне урӑх хумарӗ, салма кӑварпа пиҫӗ, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Марине хуран айне хурӑн хулли, ун ҫине хӳшӗ евӗр туса хӑйӑ, хӑйӑ ҫине хӑрӑк туратсем хуҫса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫавна пулах унӑн столовӑйне килсе икӗ сехете яхӑн хуран ӑшӗнче ни виле, ни чӗрӗ ларма тиврӗ вӗт-ха.

Это из-за пего пришла она в столовку, где два часа просидела пи жива пи мертва, забившись за котел.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ун хыҫӗнчен тепри, ҫавӑн пекех ҫара ураллӑ, анчах та ҫамрӑк та кушӑрханӑ сӑн-питлӗ ҫын хуран патне пычӗ.

Следом за ним двинулся другой, тоже босой, но помоложе, с обветренным лицом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем ҫакӑнта ӗҫлеҫҫӗ, — кӑвак ӗнтӗрӗкре хуран курӑнакан станоксен мӗлкисем ҫине хавасланса пӑхнӑ май шухӑшларӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче: «Ҫакӑнта пролетари класӗн ӑс-тӑнӗ туптанса ҫирӗпленет, ирӗклӗхшӗн нимӗнле хӑрушлӑх умӗнче те пуҫӗсене усмасӑр кӗрешекен паттӑрсем ҫуралаҫҫӗ!

«Здесь они работают, — говорил он про себя, любуясь черными силуэтами выделяющихся в серых сумерках станков. — Здесь кристаллизуется классовое сознание пролетариев, родятся бесстрашные бойцы за свободу!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Аха, хуран!

Ага, котел!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хуран ҫине ҫӑнӑх курити лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Вучахри кӑвара сӳнтерчӗ, хуран айне питлӗхпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Хуран айӗнчи ҫунса пӗтмен вутпуҫҫисене пӗрерӗн-пӗрерӗн хӑйӑр арчине чиксе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Вӑрӑм куҫ тӗкӗсем айӗн куҫ шӑрҫисем пушшех хуран, куҫ шуррисем пушшех тасан, пӗчӗк ачанни пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӗлӗк кӑк вуттине сӑра тунӑ чухне кӑна, сӑра хаяр пултӑр тесе, лаҫра хуран айӗнче ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗччен ҫыншӑн яланах хуран ҫакаймӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

«Усал хутшӑнтарчӗ-и мана ку ӗҫе?» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ те вӑл, ирӗксӗрех ыр кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Степан Иванович, ахалех хумханатӑн. Сан мӑнукна ят хурас мар текен ҫук. Лайӑхрах хатӗрлӗр тесе ҫеҫ каларӑм. Хатӗрлесе ҫитернӗ-тӗк, хуран патне пырӑр. Кӗҫех ят хума пуҫлатӑп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тиечук хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илчӗ, ним каламасӑрах каялла ҫаврӑнчӗ те шыва кӗртекен хуран патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра чиркӗве Михха хӗрачине йӑтса кӗчӗҫ те тӳрех хуран патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанпа Микула кӗнӗ ҫӗре Касмуххапа чиркӳ хуралҫисӗм тенкел ҫине пӑхӑр хуран пырса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яшки вӗресе ан пӗттӗр тесе, хуран айӗнчи вутта ҫеҫ айккинелле сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук вучахри вутта тивертсе ячӗ те, хӳшшинчен хуран илсе тухса, такан ҫине ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуран тулли янӑ пулӑ яшки часах вӗреме те кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех