Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулине (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Яковлева халалланӑ уяв Кӑнна Кушкинчен Теччӗ хулине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Валерий Слонов, ҫартан тӑван хулине таврӑнса сӗтел-пукан комбинатне ӗҫлеме кӗрет.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш комсомолецӗсем Баку хулине нефть кӑларнӑ ҫӗре ӗҫлеме каймашкӑн хатӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Истори ҫине таянса ҫырни кунта ҫук мар: Кӗтерне патша Шупашкарта чӑн та чарӑннӑ, тӗрлӗ халӑх ҫыннисене пухса ӑна чӑн та кӑтартнӑ, Пӑкачав пӑлхавӗ пулса иртнӗ, вӑл Ҫӗрпӳ хулине чӑнах та илнӗ…

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Кунта ял советне кӗрсе командировка хучӗ ҫине пичет пустарсан автобуса ларса район хулине вӗҫтертӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юрату юрри юрланӑ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫакан украинецсемпе пӗрле эпир Аркалык хулине ҫӳрекен вырӑнти пуйӑс ҫине лартӑмӑр, тепӗр кун кӑнтӑр иртсен хамӑра хушнӑ вырӑнта анса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Ейӗк хулине

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачава Ейек хулине леҫме тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел тӳперен ӑшшӑн кулса пӑхать, вӑл паян ҫапла асаплӑ чӑваш ҫӗрне, ватӑ Улатӑр хулине ирӗклӗх килнишӗн савӑнать, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫула май вӑл Пӑва хулине кӗрсе суд туса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта вара Улатӑр хулине туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа ҫав вырӑнта Улатӑр е, тутарсем калашле, Улатырь хулине лартнӑ, имӗш.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ вӑл, Кӑрмӑш хулине илнӗ хыҫҫӑн, Улатӑр еннелле ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна ачаллах Сӗве хулине, ют йӑхсен шкулне вӗренме илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара, ханӑн шӗкӗр хулине илнӗ хыҫҫӑн, пирӗн турхансемпе мӑрсасем килӗсене таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах вырӑссемпе чӑвашсем ханӑн шӗкӗр хулине хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хан вӑл мана та усал нумай кӳнӗ, пӗрле пулса ӑна хирӗҫ тухар, шӗкӗр хулине туртса илер, — тенӗ Мускав патши, вара чӑвашсене пулӑшма ҫар пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан чакса ҫармӑссен хулине Йӑлӑм витӗр ҫитеҫҫӗ Кӑкшӑма, Кайран тӳрех Еркиней ертнипе Тухаҫҫӗ Сӗнтӗр патне ҫапӑҫма.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗрре ашшӗ, хӗлле, Шупашкар хулине Илсе кайса кӑтартнӑччӗ хай хӗрне.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗрӗм те, кӗрӳ те, мӑнукӑм та ӳкӗтлесех пурӑнма хӑйсен хулине, хӑйсем патне куҫса пыма чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех