Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халиччен сăмах пирĕн базăра пур.
халиччен (тĕпĕ: халиччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта, икӗ ӑйӑр тапӑртатма пуҫланӑ ҫӗрте, халиччен этем куҫӗ курман япала пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тӑхӑр вун ултта ҫитсе вилнӗ асламӑшӗ пӗчӗк чух каласа панӑ халапа, халиччен те асран кайма пӗлменскере, пула, тен, юратать вӑл этемӗн чи ҫывӑх тусӗсенчен пӗрне — лашана?

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ара, халиччен ун пеккине, ӗмӗр сӳнменнине, курманччӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Часах пӳрте халиччен курман-илтмен ҫын кӗрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Палламан ҫынпа пӳрте халиччен кунта пулман шӑршӑ-маршӑ та килсе кӗрет: темле ытла йӳҫек тӗтӗм шӑршипе хаяр чӗлӗм шӑрши, кӗпе-тума квасаклантарса янӑ тар шӑрши.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫиппи йӗппине сӗтӗрни пулман-ха халиччен.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халиччен никам пурӑнман, ирӗксӗрлесе янӑ вырӑна килнӗ пекех туять вӑрманҫӑ хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫакӑн пек ҫунатлӑ та таса чунлӑ арӑмӗ сӑввисене халиччен те никама кӑтартманни тӗлӗнтерчӗ Левене.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Апла-тӑк ман хамӑн халиччен курман-илтмен ҫын пулмалла. Ара, ҫын пек ҫын пулмасть-им?

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ман алӑри сӗрме купӑсӑн ытарма ҫук кӗввине халиччен санӑн сассу кӑна ылмаштарма пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Те халӑх ахӑлтатнинчен хӑраса, те халиччен курман лару-тӑрӑва лекнипе, пӑру тӑватӑ урипе те кармакланса тӑрать те мӗскӗннӗн: «Му-ук», — тесе ӗнӗрсе илет.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халиччен курман-илтмен ҫынсемпе ытла ан ҫыхлан-ха эс, Левен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ман Левен халиччен пӗҫерсе тӑракан панулми пуҫтарса таврӑнман-ха та, — шуйхануллӑн шухӑшлать Тамара.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Виҫҫӗ килни — фантази, халиччен тӗлленменни, асамҫӑ тупӑнса килсе кайни.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Теренӗн куҫӗ ытла хӗсӗкрен вӑл мӗн тӗслине халиччен турӑ та курман пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халиччен курман-илтмен ҫын патне епле каптӑртатса пырса кӗрес капла?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Суйлава та халиччен лавкка складӗнче кӑна ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Пӗрисем выльӑхланса тухса каяҫҫӗ унтан, теприсем, вӗсен таса мар вырӑнне йышӑнса, пӗтӗм тӗнче тасарах пуласса шанса ӗмӗтленеҫҫӗ, тупӑшаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, халиччен пулман кӑткӑс ыйтусене татса парассишӗн кӗрешсе, вӑхӑтсӑр ватӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫеккунтсем пирӗн пурнӑҫри пӗр-пӗр пулӑма вӗҫлеҫҫӗ те ҫӗннине, халиччен пулманнине, тапратса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урама тухса тӑрсан, халиччен сывлӑш ҫитмен ҫӗрте пулнӑн, туллин, киленсе, хавассӑн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех