Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урапи (тĕпĕ: урапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тутӑрне улӑштарса ҫыхрӗ, кӗпи аркисене силлекелерӗ те куҫ хурипе Ухтивансеи урапи еннелле вӑрттӑн пӑхса илчӗ.

Поправляя на себе платок и платье, она косит глазом в сторону Ухтивана.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче урапи патӗнче Савтепи юсанкаласа тӑрать.

Возле телеги Касьяна стоит Савдеби.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Киремет юманӗ тӗлӗнче лавсем чарӑнаҫҫӗ, Ухтиван урапа ҫинчен анать те кӗреҫе илсе пӗр урапи патне, иккӗмӗш патне, виҫҫӗмӗш патне пыра-пыра чарӑнать.

Подводы остановились около священного дуба — киреметя, Ухтиван спрыгнул с телеги, взял лопату и, обойдя все подводы, скинул с каждой в поле по лопате краденой земли, приговаривая при этом, как учил его Нягусь:

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тепӗр икӗ урапи ҫинче — Яка Илле, Чӑлах Эрнюк, ытти ватӑсемпе яш-кӗрӗмсем.

На двух других подводах — Илле, Сухорукий Эрнюк, парни, старики.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан пичче урапи ҫинчен анать те ват юман айне ал шӑлли кайса ҫакать, ҫичӗ нухрат пӑрахать.

Дядя Касьян слез с телеги и, в полной тишине проковыляв к дубу, повесил на нижний его сук полотенце, бросил семь копеек денег.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урапи лекнӗ ҫӗрте лекнӗ ҫӗре, лекмен ҫӗрте лекмен те.

Телега где касалась земли, где летела над нею.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах нимпе те чарӑнмасӑр Пырать вӑл, пурнӑҫ урапи.

Куҫарса пулӑш

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах тӑмасть иккен пӗр евӗр Ҫак пурнӑҫ урапи, ачам: Тайлатӑн та ӳкен сисмесӗр, Анчах ҫын ҫӑласса эс шан.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ялтан тухсанах анлӑ хир ҫынсӑр пек туйӑнать: унта-кунта турттарса кӗреймен ҫӗмел ларать, теплере пӗрре ҫулпа кӗлте урапи шӑлтӑртаттарса иртет, урӑх ним те ҫук темелле.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун пек-кун пек пулсан кӳме урапи кӳлтерет те Сӑр таврашне тухса вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Атя, хӑвала! — терӗ Тукай ывӑлӗпе пӗрле каялла хӑй урапи ҫине кӗрсе ларса.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туканаш ашшӗ мӗн тума шутланине ҫийӗнчех ӑнланса Урасмет ҫатан урапи хыҫне чупса пычӗ, ашшӗ турта айне кукленсе кӗрсе хӑйӗн ҫурӑмӗпе Урасмет лашине ҫӗклесе илнӗ хушӑра вӑл урапана ҫӑмӑллӑнах ҫул айккине куҫарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫ урапи ҫинчен анма ан васкатӑр, ҫырнӑ вӑхӑт ҫитиччен пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑнтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Хирте шуйттанӑн пысӑк тимӗр урапи иртсе кайса ирсе хӑварнӑ тейӗн, юнланнӑ лашасем урисемпе тапаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Камӑн-тӑр урапи ҫӗмӗрӗлнӗ, те вӑрӑ-хурахсем суту-илӳ тӑвакансене ҫаратса ҫӗмӗрсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пурнӑҫ урапи кӑшт пӑрӑнӑҫ чупма тытӑнсан Хусана ҫеҫ кай, Карамыш мӑрсана ҫеҫ систер.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвала, Элентей! — хуҫа хӑйӗн эрешлӗ ҫатан урапи ҫине улӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шуйттан урапи с саксаул текен йӗплӗ курӑксем кӑна ӳсеҫҫӗ унта, лаша ҫимелли курӑк ӳсмест.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Урапи ҫинче — ҫӗрулми миххисем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ариадна Леопольдовна паралич ҫапнӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑх вырӑн ҫинчен тӑмасӑр выртнӑ, халӗ ӑна валли ывӑлӗ — Петр Ильич — ют патшалӑхран илсе килнӗ коляска туяннӑ, урапи шинисем — ҫемҫе резинӑран, урайӗнче йӗр хӑвармаҫҫӗ, ҫурри выртса — ҫурри ларса ҫӳреме пулать; лармалли те, хыҫӗ те ҫемҫе сӑран туртса тунӑскерсем.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех