Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урана (тĕпĕ: уран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗлӗнмелле: вӑл мана контрабанда упранӑшӑн айӑпа йышӑнма, эпӗ тытӑҫӑва хӗҫ-пӑшалпа хутшӑннине вара урана амантнипе, ҫавна пула тилӗрӳпе суккӑрланса кайнипе ӑнлантарма сӗнет.

Странно, что он рекомендовал мне взвалить на себя вину хранения контрабанды, мое же участие в вооруженной стычке — объяснить ранением ноги, вызвавшим гневное ослепление.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Урана аран-аран сӗтӗркелесе чӳрече патне пыратӑп, пукан ҫине тӑрса чарӑнми чӗлӗм туртатӑп.

С трудом волочу ногу к окну и, поднявшись на табурет выкуриваю трубку за трубкой.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эпӗ такӑнтӑм та урана хуҫрӑм.

 — Я оступилась, сломала ногу.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ыттисем манран ютшӑнмасӑр калаҫсан та, ҫапах та ман ҫине вуҫех урӑхларах пӑхаҫҫӗ, — калӑн, ман урана мӗн те пулин касса татнӑ, е ман килте тин вилнӗ ҫын пулнӑ пек туйӑннӑ, тейӗн.

Другие хотя и разговаривали и не чуждались, но как-то странно обращались со мной, как будто мне отрезало ногу или у меня дома покойник.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл тепӗр хут «ҫаплалатнине» уйланӑ хушӑра хӗрарӑм манӑн атӑ сӑранне пӳрнипе тимлӗн сӑтӑрчӗ, эпӗ урана хускатмассерен черчен аллине турта-турта илсе пытарать.

Пока он переваривал этот новый удар, женщина внимательно водила пальцем по коже моего сапога, отдергивая свою нежную руку каждый раз, когда я шевелил ногой.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Вӑрансам, эсӗ манӑн урана хӗстерсех хунӑ.

Проснись, ты отдавил мне ногу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Урана сиктертӗм — акӑ мӗнпе, — хуравларӗ ҫамрӑк ҫын Грифитӑн шуранка-сӑрӑ, выҫӑ сӑнне тӗсесе тата куҫӗсене ҫывӑхри хулӑн турат ҫинелле куҫарса.

— Тем, что свихнул ногу, — ответил молодой человек, смотря на серое, голодное лицо Грифита и переводя взгляд на ближайший толстый сук.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Кашнинех урана хыҫа лектерсе вӑркӑнма тивет.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

— Ӳлӗм те ҫаплах пулӗ, — таса мар, ҫӑмламас урана уйрӑлнӑ чух силленӗ май евӗклӗн каласа хутӑм эпӗ.

— Так и будет, — вежливо сказал я, встряхивая на прощание мохнатую, немытую лапу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Рениор ман патӑмра икӗ уйӑх пурӑнчӗ, унӑн арӑмӗ вара, эпӗ урана хуҫсан, мана ҫур ҫул тӑрантарса усрарӗ.

Рениор жил у меня два месяца, а его жена кормила меня полгода, когда я сломал ногу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Тинтерех йӑлана кӗрсе пыракан вырӑс фуфайки, хура тӗслӗскер, хӑмӑр аркӑллӑ сатин кӗпе айне арҫын шӑлаварӗ, урана кирза атӑ тӑхӑннӑ, пуҫа, хӑлха лайӑх илттӗр тесе каялла ҫавӑрса, пысӑках мар ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ Сӑпани, тепӗр тесен, кашкӑр ҫемйи вырӑнта пулмасан та ҫырлахатчӗ-и, тен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен вӑл Ҫӑхан Урана ман кӑлтӑрпине каялла тавӑрса пама ыйтӗ, — тенӗ Синопа, макӑрса.

Может быть, он заставит Воронью Ногу вернуть мне волчок.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хам тӑраймастӑп эпӗ, пӑр ҫинче шуса ӳксе урана амантрӑм.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

«Мускава валли халех вунӑ миллион пӑт тырӑ тата вунӑ пин пуҫа яхӑн выльӑх хатӗрлесе ӑсатма ҫитмӗл пилӗк миллион тенкӗ, май пулсан вакӑ укҫан тата тӗрлӗрен таварсем: сенӗксем, пуртӑсем, пӑтасем, болтсем, гайкӑсем, чӳрече кантӑкӗсем, чей хатӗрӗсемпе тирӗк-чашӑк, косилкӑсемпе вӗсен пайӗсем, заклепкӑсем, урапа шинисем, тырӑ вырмалли машинӑсем, ҫӗре тикӗслемелли катоксем, спичка, ут хатӗрӗсем, урана тӑхӑнмаллисем, ситец, трико, гибсон, ластик, сатин, шевьет, хӗрарӑмсен тата гвардеецсен марин пуставӗ, тӗрлӗрен сӑран таврашӗ, атӑ-пушмак валли туса хатӗрленӗ сӑрансем, чей, ҫавасем, сеялкӑсем, сӗт сумалли витресем, плугсем, михсем, брезентсем, калушсем, краскӑсем, лаксем, тимӗрӗҫпе столяр инструменчӗсем, напильниксем, карболовӑй кислота, скипидар, сода… кирлӗ пулать.

«На немедленную заготовку и отправку в Москву десяти миллионов пудов хлеба и тысяч десяти голов скота необходимо прислать… семьдесят пять миллионов деньгами, по возможности мелкими купюрами, и разных товаров миллионов на тридцать шесть: вилы, топоры, гвозди, болты, гайки, стекла оконные, чайная и столовая посуда, косилки и части к ним, заклепки, железо шинное круглое, лобогрейки, катки, спички, части конной упряжи, обувь, ситец, трико, коленкор, бязь, модеполам, нансук, грисбон, ластик, сатин, шевьет, марин сукно, дамское и гвардейское, разные кожи, заготовки, чай, косы, сеялки, подойники, плуги, мешки, брезенты, галоши, краски, лаки, кузнечные, столярные инструменты, напильники, карболовая кислота, скипидар, сода…»

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Урана тӑрӑнтарса шӑтартӑм, — терӗ ларакан ҫын, пӑртак шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Ногу напорол, — помолчав, ответил человек.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах эпӗ кая юлтӑм, калиткерен те тухаймастӑп - манӑн урана тӑхӑнмалли нимӗн те ҫук.

Но я опаздал и не мог выйти из калитки — мне нечего было надеть на ноги.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Урана тӑхӑнмалли пушмак тӗпне йывӑҫ путуш ҫапрӑм, пушмак кивелсе ҫитсен, хӗвелпе типӗтнӗ еху тирӗнчен хамах ҫӗнӗ пушмак ҫӗлетрӗм.

Мне удалось подбить к моим башмакам деревянные подошвы, а когда и сами башмаки развалились, я сшил себе новые.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла, сӑмахран, тарҫи ҫухалса кайнине е вӑл кахалланнине, ачисем мӗн те пулин тунине, урана касса амантнӑ чула, йӗпе-сапа ҫанталӑка тата ҫакнашкал ытти япаласене те эпитет ҫумне «еху» сӑмаха хушса палӑртаҫҫӗ.

Так, например, рассеянность или леность слуги, проступок ребенка, камень, порезавший ногу, ненастную погоду и тому подобные вещи они обозначают прибавлением к слову эпитета еху.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хыҫлӑ пукан ҫинче лараканскер ҫара урисемпе таса урайӗнчи урана уҫӑлтаракан хӑмасем ҫине пускаласа илет.

Слегка раскачиваться на стуле и ощущать под босыми ступнями прохладные свежевымытые половицы.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫавна пула ҫеҫ эпӗ урана пӗҫертсе ямарӑм, анчах ман чӑлхапа йӗм пит вараланса пӗтрӗҫ.

Только этому обстоятельству я обязан тем, что не обжег ног, но мои чулки и панталоны оказались в плачевном состоянии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех