Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпелелле (тĕпĕ: тӗпел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нина «тӗпелелле» иртиччен тӳрех вешалкӑра ҫакӑнса тӑракан халатне илсе тӑхӑнчӗ — госпитальте йӗрке ҫавнашкал: килти тумтирпе чирлӗ ҫынсем хушшинче ҫӳреме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Купца тӗпелелле иртет — никам та ҫук; иккӗмӗш пӳлӗмне кӗрет, виҫҫӗмӗшне — ҫаплах никам та ҫук; пиллӗкмӗшне кӗрет, вуннӑмӗшне те кӗрет — никам та ҫук; пур ҫӗрте те слонпа мамонт шӑммисенчен тунӑ, халиччен курман патшан хитре япалисем: ылтӑн, кӗмӗл, хаклӑ йышши йӑлтӑркка чулсем.

Вошел купец в горницу — нет никого; в другую, в третью — нет никого; в пятую, десятую — нет никого; а убранство везде царское, неслыханное и невиданное: золото, серебро, хрустали восточные, кость слоновая и мамонтовая.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Татах тем каласа тӑкатчӗ пулӗ те хӗремесленнӗ хӗрарӑм — калаттармарӗ ӑна тек ҫилли-пӑшши палкаса хӑпарнӑ упӑшки Куля, ку самантчен мӑкӑл та таптарман Куля, талт-талт пусса тӗпелелле хӑвӑрт иртрӗ те чӑмӑрӗпе сӗтеле шан-н тутарчӗ; чӑн-чан, лӑк-лак сасӑ пачӗ каҫхи апата лартнӑ савӑт-сапа.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ирт тӗпелелле, лар, калаҫ этемле.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӑхӑнмасассӑн-и, каланине хӑлхуна чикмесессӗн-и?! — сывлӑша пӑтӑр-патӑр кастарса, чӑмӑрӗпе тӗпелелле вашт сулчӗ «пыл чӗлхе».

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ырӑ сунса килтӗр пулсан, тархасшӑн, тӗпелелле, капла лӑр-лӑр калаҫса тӑратӑр пулсан — тӗкӗр те алӑк хӑлӑпне — тулалла.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ть-ху! — хӑйӗнчен хӑй йӗрӗннӗн, тӗпелелле лач! суранҫи турӗ хӗпӗртӳллех мар пурнӑҫ-пӑрнӑҫне аса илсе ларакан ӑшхыппи арҫын.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗпелелле иртмерӗ Кронид Евграфович, алӑк ҫывӑхӗнчех чарӑнчӗ те ҫаврӑнма пӑрахман глобус еннелле куҫӗпе тӑрӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иртрӗр тӗпелелле.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗрарӑм асӑрхануллӑн тӗпелелле иртнӗ.

И женщина осторожно подвинулась вперед.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Савнӑ мӑшӑрӑм, ирт тӗпелелле, хуҫа пул! — алӑк тулашӗнче халӗ те хӑюсӑрланса тӑнине кура Кӗҫение пӳртелле вӑйпах сулӑнтарчӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ольга Константиновна ачасен пӳлӗмӗн алӑкне лайӑхрах хупрӗ те ҫӑраҫҫине икӗ хутчен пӑрчӗ, вара, Зубавин еннелле пӑхса, пуҫне сулчӗ, тӗпелелле иртме хушрӗ.

Ольга Константиновна плотно прикрыла дверь детской, дважды повернула ключ и кивнула Зубавину, чтобы тот проходил в комнаты.

9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Иртер малалла, тӗпелелле, — тет Надежда Константиновна ӑна.

— Проходите, очень рады вам, — сказала Надежда Константиновна.

Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Пурте, калаҫса татӑлнӑ пек, расах персе ятӑмӑр: тына пӑрӑвӑр кунта, чӑнахах та кунта, пӗлсе килнӗ, килти пек пулӑр, иртӗр тӗпелелле, терӗмӗр.

Все, будто сговорившись, разом выпалили: здесь, мол, ваша телка, забрела на наш двор, к столу пригласил, так все и порешили.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Таврӑнмалла пултӑр ҫав, унсӑр епле вара, — терӗ хӗрсенчен пӗри, — иртсе ларӑр-ха тӗпелелле.

— Дай бог вам всем вернуться, — сказал кто-то из девушек и пригласил: — Да вы проходите, садитесь…

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Иртӗр, иртсе ларӑр тӗпелелле.

— Проходите, садитесь.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗпелелле иртсе ларӑр.

Да вы проходите вперед, проходите.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Алӑк патӗнче вырӑну ӑнсан, тӗпелелле иртесшӗн ан сӗкӗн.

Отвели тебе место у порога — ты не рвись вперед.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Иртсе лар ҫавӑнта тӗпелелле, — ӑҫта лармаллине кӑтартмасӑрах аллипе сулам пек турӗ Велюш.

Проходи вперед, присаживайся, — Алаба неопределенно махнул рукой, ибо присаживаться было не на что.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Иртӗр-ха тӗпелелле!

— Проходите вперед!

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех