Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗшпе (тĕпĕ: тӗлӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ходлерӑн чӑн демократине кӑтартакан 1913 ҫулхи картинипе танлаштарсан, Трамплатц енчи Ҫӗнӗ ратуша фасачӗ ҫинчи историллӗ фриз хула автономине автократилле ӑнлантарнине палӑртать: ун ҫинче 1533 ҫулхи граждансем мар, вӗсен вырӑнне «Реформаци ҫумне ытларах укҫа-тенкӗ тӗлӗшпе тупӑш илме 1525-мӗш ҫултах хутшӑннӑ Эрнст фон Люнебург герцог, Ганновер хулин Граждан Реформацийӗпе [вӑл] ним енчен те ҫыхӑнманскер […]» сӑнланнӑ.

В отличие от картины Ходлера 1913 года, которая показывает прямую демократию, исторический фриз на фасаде Новой ратуши, обращенной к Трамплатц, отражает довольно автократическое понимание городской автономии: на нём не граждане 1533 года, а «присоединившийся к Реформации главным образом по финансовым соображениям еще в 1525 году герцог Эрнст фон Люнебург, [который] не имел ничего общего с Гражданской Реформацией города Ганновера […]».

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Вӗренме кӗмелли экзаменсем пулман, хӗрсемпе каччӑсене те йышӑннӑ (пӗрремӗш абитуриентка Медея Гамбашидзе пулса тӑнӑ), наци тата тӗн тӗлӗшпе тиркесе тӑман, вӑтам пӗлӳ пуррине кӑна пӑхнӑ.

Вступительных экзаменов не было, принимались лица обоего пола (первой абитуриенткой стала Медея Гамбашидзе), без национальных и религиозных ограничений, предполагалось наличие среднего образования.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

1967 ҫулта Гренадӑна шалти ӗҫсем тӗлӗшпе хӑй тытӑмлӑх ирӗкне панӑ.

В 1967 году Гренаде было дано внутреннее самоуправление.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Унӑн пьесисенче обществӑри танмарлӑх проблематикине тата чухӑнсем тӗлӗшпе сиксе тухакан тӗрӗсмарлӑха ҫутатнӑ.

В его пьесах рассматривалась проблематика неравенства в обществе и несправедливость в отношении к беднякам.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Администрацине йӗркелес тӗлӗшпе штат 2 мезорегионпа 8 микрорегионран тӑрать.

Административно штат разделён на 2 мезорегиона и 8 микрорегионов.

Токантинс // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BD%D1%81

Сиккимра темиҫе электроэлектростанци ӗҫлет, вӗсем электроэнергипе тивӗҫтерес тӗлӗшпе шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ шутланаҫҫӗ.

В Сиккиме действуют несколько гидроэлектростанций, являющихся стабильным источником электроэнергии.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Сиккимӑн хӑвачӗ туризм тӗлӗшпе пысӑк, ют ҫӗршыв ҫыннисен Сиккима лекме ятарлӑ ирӗк илмелле пулин те туризм аталанни штат хыснине витӗм кӳнӗ те ӗнтӗ.

Сикким имеет огромный туристический потенциал, и развитие туризма уже существенным образом отразилось на бюджете штата, несмотря даже на необходимость получения специального разрешения на въезд в Сикким для иностранцев.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Кардамона туса илес тӗлӗшпе — калӑпӑшӗпе те, ӑна туса илекен лаптӑкпа та — Индире тӗп вырӑн йышӑнать.

Сикким является основным производителем кардамона в Индии, как по объёму производства, так и по площади культивации.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ку тӗлӗшпе вӗсене телескоп евӗрлӗ трапсем, информаци таблосем, тӗнчепе тата хуласемпе ҫыхӑнтаракан пунктсем, япаласем упракан камерӑсем пулӑшаҫҫӗ, почта та пур.

К их услугам — телескопические трапы, информационные табло, пункты международной, междугородной связи, камеры хранения, почта.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Юлашки вӑхӑтра Розалия Ермолаева «Шыва кӗни», «Чӑваш хӗрӗсем — тӗрӗ ӑстисем», «Тулӑх пурнӑҫ» ятлӑ картина ҫырас тӗлӗшпе нумай ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ку тӗлӗшпе Ефремова художницӑн ӗҫӗнче те ҫитменлӗхсем пур-ха.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

СССР Министрӗсен Совечӗ халӑх промыслисене малалла аталантарас тӗлӗшпе ятарласа постановлени йышӑннӑ, ку ӗҫри пур ыйтусене те ҫутатса тӑма «Декоративное искусство СССР» ятлӑ журнал кӑларма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ӑна кил-йышри вак-тӗвек ӗҫсенчен хӑтармасан, кунран-кун ӳссе пымалли майсем памасан, вӑл искусство ӗҫне пӑрахасси е пултарулӑх тӗлӗшпе кая юласси паллах.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Тилли юррисенчен тата ҫакӑ курӑнать: Тилли ҫамрӑк чухне шӑлӗпе тулли пӑтавкка ҫыртса йӑтнӑ, ҫӗнӗ сӳс тӑлла ҫыртса татнӑ; унӑн куҫӗ-пуҫӗ тӗлӗнмелле пулнӑ, лашине виҫ ҫухрӑмран палланӑ, тинкерсессӗн — йывӑҫа хӑртнӑ, кӑнтӑрла ҫӑлтӑр курнӑ (ку тӗлӗшпе вӑл чӑнахах та «хурчӑкапа тан» пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Совет радиожурналисчӗсем марксизм-ленинизм идейисене халӑх массисем патне ҫитерес, ӗҫ ҫыннисене коммунизмӑн пурлӑхпа техника никӗсне тума мобилизацилес, вӗсене коммунизмла воспитани парас тӗлӗшпе малашне те ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшса ӗҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Передачӑсене тӗрлӗ формӑсемпе тата ҫӑмӑл чӗлхепе йӗркелес тӗлӗшпе те нумай тӑрӑшмалла пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Литература вещанийӗ уйрӑмах сатирӑпа юмор передачисене йӗркелес тата писательсен публицистикӑлла статйисене радио тӑрӑх парас тӗлӗшпе тимлӗрех ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ку тӗлӗшпе кӑмӑла каякан чылай передачӑсем хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫӗр ҫинче чи телейлӗ те тӗрӗс общество тӑвакан совет халӑхне воспитани парас, унӑн мораллӗ кодексне пропагандӑлас тӗлӗшпе радиовещанипе телевидени пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Штатра тӑман корреспондентсене хатӗрлес тӗлӗшпе радиовещанипе телевидени комитечӗ ятарласа курс ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех