Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1979 ҫул тӗлне Вермеер алли ӳкернӗ 40 ӗҫрен пиллӗкӗшӗ Метрополитенӑн пуххинче пулнӑ.

К 1979 году Метрополитен имел в своей коллекции пять из менее чем 40 полотен, принадлежащих кисти Вермеера.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

70-мӗш ҫул тӗлне пирӗн пултарулӑх коллективӗсем халӑх театрӗ, халӑх ансамблӗ ятсене ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Унӑн тӗллевӗ 2030 ҫул тӗлне чӗртавар мар тата энергетика мар таварсен чӑн ӳсӗмне 2020 ҫулхипе танлаштарсан, 70 процентран кая мар ӳстересси шутланать.

Его целью является обеспечение к 2030 году реального роста экспорта несырьевых неэнергетических товаров не менее чем на 70 процентов по сравнению с 2020 годом.

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ ҫумне хушса памаллисене экспортланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3657253

Утрав ҫинче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ малтан ҫурҫӗр фриз чӗлхин гельголанд диалекчӗпе калаҫнӑ, анчах хальхи вӑхӑт тӗлне пурте тенӗ пекех нимӗҫ чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Раньше большинство населения острова говорило на гельголандском диалекте севернофризского языка, но теперь он практически вытеснен немецким языком.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Вӑл 1 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑклӑ, 2012 ҫул тӗлне 1370 ҫын пурӑнакан пӗрешкел ятлӑ утравран тата тухӑҫалла пӗр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ҫынсем тӗпленсе пурӑнман, аэропортлӑ, 0,7 км² лаптӑклӑ Дюне утравран тӑрать.

Состоит из одноимённого острова площадью 1 км² с населением 1370 человек (на 2012 год) и острова Дюне площадью 0,7 км² и без постоянного населения в километре восточнее, на котором расположен аэродром.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Петр Петрович пукан ҫине йывӑррӑн ларнӑ та аллине чӗри тӗлне тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах вӑл часах ура ҫине тӑнӑ, яланах куҫ тӗлне пулакан сӗрме купӑса стена ҫумӗнчен илнӗ те шкапа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл ывӑнма пӗлмен, анчах ӗҫ хыҫҫӑн пӗччен хваттерне аран-аран кӑна ҫитсе ӳкнӗ те пӗр-икӗ сехет хушши тӑраймасӑр выртнӑ, аллине час-часах чӗри тӗлне тытнӑ…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ӗне ферми тӗлне ҫитсен, вӑл кормокухня чӳречинче ҫулӑм ялкӑша-ялкӑша илнине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Бригадирсем, председателӗн заместителӗсем, фермӑсен заведующийӗсем, бухгалтерпа счетовод, вулав ҫурчӗн пуҫлӑхӗ, агроном, ял Совет председателӗпе секретарӗ — пӗр сӑмахпа каласан, ялти пӗтӗм актив колхозниксене килӗрен чӗнсе ҫӳрерӗҫ, апла пулин те, пуху ҫур ҫӗр тӗлне тин пухӑнкаласа ҫитрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Арман пӗви тӗлне ҫитсен, пирӗн умрах икӗ ҫын ҫапӑҫнине асӑрхарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑй тин кӑна туяннӑ сӑрӑ костюмпа мар, ҫар тумӗпех иккенне вӑл хваттер тӗлне ҫитсен тин астуса илчӗ, анчах каялла ҫаврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чечек сутакан пӗчӗк киоск тӗлне ҫитсен, каллех чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫамрӑк рабочисем пурӑнакан общежити тӗлне ҫитсен, Светлана чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атӑл хӗрринчен пӑрӑнсанах, Светлана Алеша патне каясшӑнччӗ, ӑна хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине йӑлтах каласа парасшӑнччӗ, анчах хула сачӗ тӗлне ҫитсен чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сирень вӑрманӗ тӗлне ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шупашкарӑн лӑпкӑ урамӗсем тӑрӑх утрӑмӑр, Шура хваттерӗ тӗлне те ҫитсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кинотеатр тӗлне ҫитсен эпӗ ӑна кинона чӗнтӗм, анчах вӑл килӗшмерӗ, дежурствӑна каймалла, терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ир тӗлне эпир фронт таврашӗнчен самаях инҫене кайса ӳкме ӗлкӗрнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫырма урлӑ каҫсан, строительсен пысӑк клубӗ тӗлне ҫитсен, автобус килессине кӗтме чарӑнса тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех