Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук пуҫламӑш хут куҫне ҫӗклесе пӑхма хӑйрӗ те хӑй умӗнче Микулана систерме пынӑ ырӑ кӑмӑллӑ, тин ҫеҫ Ванюка хӑй хӗрачипе пӗртӑван шутлакан хӗрарӑм мар, мӑнаҫлӑ та никама ним вырӑнне хуман хуҫа арӑмӗ тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун умӗнче хӑйне нумай терт кӑтартнӑ тӑшман тӑнине аса илсен, вӗри юнӗ сивӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умӗнче вырӑс хӗрарӑмӗ тӑнине курсан, ытла ӗшеннӗрен ним чӗнеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кухарка тӑнине астусан, ҫаппа-ҫарамас кӑкӑрне пиншак аркипе витрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та циркра шав ҫӗкленчӗ, тӗлӗре пуҫланӑ Ҫтаппан та куҫне уҫрӗ, арена ҫинче ҫурма ҫарамас арҫынсем тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫирӗплетсе панӑ янавар ферма хуҫалӑхӗнче чи итлекен вӑкӑрсенчен пӗри пулса тӑнине ҫамрӑк ӗҫчен кӑшт каярах курса ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Канашсем яланах хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе палӑрса тӑнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Хӗр пуҫне кӑшт пӑрса пӑхрӗ те ҫумӗнче Виталий тӑнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫакна курса хам ӑҫта тӑнине ӑнланса илтӗм, кашкӑр шӑтӑкӗ ку, ун йӑви.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Сӑнран-питрен тӗсесен те вӑйӗ вӗресе тӑнине туятӑн.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Пантей Арихович, эсир хаҫат ӗҫне тӑрӑшса вӗреннине, тӗрлӗ ыйтупа тӑтӑшах статья-корреспонденци ҫырса тӑнине, партипе правительство политикине тӗрӗс ӑнланнине пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Смена хыҫҫӑн Архипов хӗрсене пуҫтарчӗ те тепӗр кун иртерех ӗҫе тухма, проводасем пурте тӗрӗс ҫакӑнса тӑнине, лесасем йӗркеллех пулнине тӗрӗслеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗррехинче, кантура пырса кӗрсен, Ирина кулленхи ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвне палӑртакан хӑма патӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ҫак кунран пуҫласа хӑй ҫӗр-ҫӗр ҫын сывлӑхӗшӗн те пурнӑҫӗшӗн яваплӑ пулса тӑнине ӑнланса илчӗ, савӑнӑҫлӑ ачалӑх кунран кун аяккарах та аяккарах тӑрса юлнине туйрӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина аслин сасӑ пусӑмӗпе вӑл — унӑн пуҫлӑхӗ, хӑй ӑна пӑхӑнаканӗ пулса тӑнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавна пула, Каиртисем пӗрмай тӗрӗслесе тӑнине пула Нуби чиркӗвӗ халӑхра этносӑн пӗрлӗхлӗ туйӑмӗсене аталантарайман, ку вара, ытларах чухне, автокеф наци чиркӗвӗсене вӑй илме май паракан тӗп фактор пулнӑ.

В результате из-за этого каирского контроля Нубийская церковь не смогла развить в народе чувства этнической солидарности, которое, как правило, было решающим фактором для выживания автокефальных национальных церквей.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

(Тӗкӗр патӗнче Маша кӗпипе тутӑрӗ ҫакӑнса тӑнине курать.)

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Инҫех те кайманччӗ, ҫул хӗрринчи ял пуҫӗнче сенкер тутӑрлӑ хӗр тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Иртейместӗн иккен чӑнлӑхран, — Чун сисет — капкӑна ҫакланан, Сисрӗҫ эсӗ хура юнлине, Пире вӑрттӑн сӑхса тӑнине

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхавҫӑ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Дубов эстакада тавралла пит сӑнаса пӑхса тӑнине асӑрхаса, Безбородов Яльчикова кӑчӑк туртрӗ:

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех