Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнса (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑпани хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ, те тарӑхса, те йӗрӗнсе туртӑнса илчӗ, унтан сулла хӑй патӗнчен хуллен Мӗтри умне тӗксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аптранӑ Ехвин, канӑҫсӑррӑн туртӑнса, чӳрече патне пычӗ, хӑяккӑн тӑрса, урамалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Йӑнӑшман! — терӗ Курносов, ялт! ҫеҫ туртӑнса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫне уҫрӗ те… тӳрех Улькана курчӗ, савӑннипе йӑл кулам пекки те турӗ, ҫавӑнтах, унталла-кунталла пӑхкаларӗ те нимӗн те ӑнланманнипе канӑҫсӑррӑн туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет текенни, хӑйне хула ҫынни пек тыткалама тӑрӑшаканскер, Антун ларакан тӗле пычӗ, сулахай аллине шӑлавар кӗсйине чиксе, ҫӑварне йӗрӗнчӗклӗн йӗрсе, пушмак пуҫӗпе урайне шаплаттарса тӑчӗ-тӑчӗ те, сасартӑк туртӑнса, пӗррех! сулса ячӗ сылтӑм чӑмӑрне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Горизонтра юлашки пайӑрка йӑвашшӑн чӗтренчӗ те туртӑнса хӗмленчӗ, унтан сӳнчӗ.

Последний луч нерешительно заколебался на горизонте, вспыхнул судорожным усилием и погас.

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

— Икӗ пин? — лавкка хуҫи пружина лартса янӑн картах туртӑнса ҫӗкленчӗ.

— Две? — сказал хозяин, судорожно подскакивая, как пружинный.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сасартӑк ачан пичӗ туртӑнса илнӗ, ача макӑрса янӑ.

Вдруг личико сморщилось, ребенок запищал.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Савнийӗн ятне илтсен Миша туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Алешкин пӗтӗм пит-куҫӗ туртӑнса кӗнӗ, шӑл тунисем, шӑлӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.

У Алешки все лицо обтянутое, даже выступили десны и зубы.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Поездсем туртӑнса илеҫҫӗ, вырӑнтан тапранаҫҫӗ, пӗр-икӗ ҫухрӑма е кӑшт ытларах та-и малалла шӑваҫҫӗ.

Поезда дергались, трогались, ползли версты с две или больше.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пуҫне тепӗр еннелле ҫавӑрчӗ, ыттишӗн мар вӑл ӑна, суранӗ сӑмсине пӑрса чӗтретме пуҫланине тата пичӗ туртӑнса кӗнине Агриппина ан куртӑр тесе ҫапла турӗ.

Отвернулся — оттого, главное, чтобы не видела, как у него своротило нос, задергалась щека…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Куҫ умӗнчен — чугун ҫул будки, урапа ҫине лартнӑ пичӗке, кӑкарса хунӑ шурӑ качака — хӑранипе тарасшӑн туртӑнса кантӑрине карӑнтарнӑскер — вӗлт те вӗлт иртсе юлаҫҫӗ.

Проплыла железнодорожная будка, бочка на телеге, белая коза, со страхом потянувшая веревку прикола.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Эпир, мур илесшӗ, нихӑҫан та оборонӑран туртӑнса тӑман.

Мы, черт их дери, никогда не отказывались от обороны.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унӑн аллинчи шӑнӑрсем хӗлӗх пек туртӑнса ларнӑ.

Так что жилы на руке напряглись:

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ӑна ҫавӑрнӑ май ҫӗр ҫинче йӑваланса выртакан ҫип туртӑнса карӑнма пуҫларӗ.

Суровая нитка, которая сперва валялась на земле, стала натягиваться.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина питӗ хӑвӑрт чупнӑран ҫӗлен ҫип туртӑнса карӑнма мар, усӑнса тӑрать.

Лина неслась как угорелая, нитка провисала.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл хайхи «опран» вилесле хӑраса кайнипе ҫип туртӑнса карӑнасса кӗтсе тӑмарӗ, Лукосран кая мар хӑвӑртлӑхпа чупма пуҫларӗ.

Она так смертельно испугалась этого «оп», которое произойдёт, как только натянется суровая нитка, что от страха заскакала вприпрыжку не хуже Лукаса.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫип туртӑнса карӑнӗ те — оп! — шӑлу ҫӑвартан тухса та ӳкӗ.

Нитка натянется — оп! — и зуба как не бывало.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах алмаз темиҫе ярд антарсанах опыт тӑвакан ученӑй вӑл аялалла хӑвӑрт туртӑнса аннине, аллинчи кантрана аран-аран тытса чарнине туйнӑ.

Но едва алмаз опустился на несколько ярдов, как чиновник почувствовал, что камень с такой силой потянуло вниз, что он с трудом удержал шнурок в руках.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех