Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тилӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тилӗ (тĕпĕ: тилӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилӗрнӗ куҫне юн тӑвӑнтарса, сассине чӑртмаххӑн сиктерсе илчӗ Магаев, хыҫҫӑнах, хӑй тӗрӗс мар, асӑрханусӑр персе янине аса илнӗ пек, йӑпӑшланса, тилӗ кулли хыҫне вӑшт пытанчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Магаев тинех шалта тилӗ маскине хывса ывӑтрӗ те ӑшри хӑрр! хӑрр! хаяррӑн хӑрлатакан хаяр йытта «сӑнчӑртан вӑрт-варт тулалла вӗҫертсе ячӗ»:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Чее тилӗ те читлӗхе лекет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Лӑпкӑ пул, лӑпкӑ пул. Ан хумхан, ан хумхан», — типпӗн ӳсӗренҫи турӗ Магаев, шалта тилӗ чеелӗхӗпе кашкӑр хаярлӑхӗ ҫеҫ хӑрушлӑха сирсе яма пулӑшасса шанса:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ларӑр, — ҫӑткӑн кашкӑр сӑн-питне чее тилӗ маскипе хупласа, кабина алӑкне уҫрӗ Пурис, арӑслансах кайнӑ арлӑх туйӑмне чарак параймасӑр ӳт-пӗвӗпе кӗсре патне чуптарма ҫавӑтса пынӑ йӑхлӑх ӑйӑр пек чӗтресе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Вӑн куратӑн-и, упапа тилӗ ташлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Малашне ак, юлташсем, — ку вӑхӑт инҫе мар! — хура тилӗ ферми те, арӑслан ферми те — тем те, тем те тӑвӑпӑр…»

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Иртнӗ ҫулта кӑна вӑл вунҫичӗ кашкӑр, вӑтӑр виҫӗ тилӗ тата тем чухлӗ вӗҫенкайӑк тытнинчен эпӗ питех тӗлӗнмерӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вӗсене хирӗҫ темле чаплӑ хуҫа килетчӗ пулас (лаши карин ҫинчи пек капӑр, ҫуни — тимӗр, ун ҫине хаклӑ кавир сарнӑ, ҫуна тӗпне сӑсар ҫӗлӗклӗ, тилӗ тӑлӑплӑ этем упа пек сарӑлса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун ҫинче пакша тирӗнчен ҫӗлетнӗ чаплӑ пальто, хулпуҫҫисем урлӑ хура-хӑмӑр тилӗ уртса янӑ, уринче чӑлт-шурӑ бурки, пуҫӗнче авалхи бояр ҫӗлӗкӗ, аллинче тем шуйттан тирӗнчен ҫӗлетнӗ акӑш-макӑш сумкӑ; тулли питне пудра сапнӑ, куҫ харшине ытла хура сӑрланӑ, тутине хӗп-хӗрлӗ помада сӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Тилӗ каҫса кӗресрен ку», — тесе ӑнлантарчӗ Акчуров.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня фуфайкине хыврӗ те тилӗ е сӑсар тирӗсенчен ҫӗлетнӗ пальтосемпе юнашар ҫакрӗ, вара пысӑк тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тавраран, йӗрне ҫухатса чупакан тилӗ пек, пуҫне айккинелле чалӑштарса, Лукарье куҫӗсене шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗнчен хӑтартӑмӑр ӑна, Кӑтраран та хӑтаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна Петр Петрович лартса кайни ҫинчен пӗлтерсен, Сергей кравать ҫинче ахлаткаласа выртакан Тилӗ ҫӗлӗкӗ патне пырса: — Намӑссӑр! Сахал пулчӗ-ха сана, кӗҫҫе пит! — терӗ те ӑна, чӗн чӑпӑрккипе туртса илсе, ҫирӗп утӑмсемпе пӳртрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ах, йӗксӗк, — шухӑшларӗ вӑл Тилӗ ҫӗлӗкӗ пирки, — суять-ха тата.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ те вӗсем пиркиех ҫак инкеке куртӑм! — ӗсӗкленӗ сасӑпа кӑшкӑрчӗ вырӑн ҫинче йынӑшса выртакан Тилӗ ҫӗлӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ Захар Петрович ывӑлӗпе тарҫи хӑйӗнчен мӑшкӑллани, килӗнчи тарҫипе аппӑшӗ, вӑл шӑнса вилтӗр тесе, хӑйне юри хапха уҫса кӗртменни, ашшӗ вилес умӗн темиҫе минут ҫеҫ ун патӗнче кӳршӗре пулни, ӑна аппӑшӗпе тарҫи пӗр-пӗринпе каварлашса вӗлерни ҫинчен ӗнентерсе калама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ урайӗнче вилӗ выртнине курсан, Тилӗ ҫӗлӗкӗ алли-урине тӑм илнине пӑхмасӑрах тапкаланма, ҫухӑрашма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан виҫҫӗшӗ пӗрле — кӳршӗ, Хӗритун тата хуҫа хӗрӗ — Тилӗ ҫӗлӗкне ҫуна ҫине хурса килне илсе кайрӗҫ, пӳрте ҫӗклесе кӗрсе вырӑн ҫине хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех