Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатрӗ (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шамполион гримне ҫуса тасатрӗ, сылтӑм бакенбардне хӑйпӑтрӗ; сулахаййине хуллен ҫеҫ Полина туртать, — бакенбард сӗвӗннӗ май тӑсӑлнӑ пит ҫӑмарти кулӑшла, уҫӑмсӑр сасӑ кӑларчӗ.

Шамполион стирал грим, сняв правую бакенбарду; левую тихонько потянула Полина, и бакенбарда отстала, при чем оттопырившаяся щека издала забавный глухой звук.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Акӑ вӗлле хурчӗ те хӗллехи ыйхинчен вӑранчӗ, ҫӑмламас урисемпе куҫне шӑлса тасатрӗ, юлташӗсене вӑратрӗ, вӗсем вара: «юр кайнӑ-ши? пӑрсем пӗтнӗ-ши? сивӗ ҫил ҫук-ши?» тесе, пӗчӗк чӳречи витӗр пӑхса илчӗҫ.

Вот проснулась и пчелка от своего зимнего сна, прочистила глазки мохнатыми лапками, разбудила подруг, и выглянули они в окошечко — разведать: ушел ли снег, и лед, и холодный северный ветер?

Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.

Аян патрона кӑларчӗ, пӑшал кӗпҫине ҫуса тасатрӗ, шлюпкӑна тарӑн ҫӗре сӗтӗрсе кӗчӗ — вӑл хыпаланать; унпа пӗрле, унран пӗр ҫеккунт та юлмасӑр, хулари ҫӳлле хӗр шывра чӗр куҫҫи таран ҫӳрет.

Аян вынул патрон, промыл ствол и вывел шлюпку на глубину — он торопился; вместе с ним, ни на секунду не оставляя его, ходила по колена в воде высокая городская девушка.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Лешӗ, ӗнтӗ ҫамрӑках мар хӗрарӑм, питӗ вӑр-вар та меллӗ ӗҫлет: Калюков тужуркине сирсе, кӗпине самантрах туртса ҫурчӗ, кӑкӑрти тата аяк пӗрчи патӗнчи сурансене йодпа сӗрсе тасатрӗ, ҫыха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, чӑрмантарнӑшӑн каҫар, ман сӗнӳ пирки вара шухӑшла, — терӗ те Мӗтри ура ҫине тӑчӗ, шӑлаварне чӗркуҫҫи тӗлӗнчен ал лаппипе шаккакаласа тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав каҫ Хӗлимун тикӗт сӗрнӗ аттине, чылайранпа тытманран тусанпа витӗннӗскере, мунчалапа шӑлса тасатрӗ те тӑхӑнса ячӗ, пӗртен-пӗр кӗпи салтакран илсе килнӗскер кӑначчӗ те, ӑна силлекелесе пиҫиххипе хытӑрах туртса ҫыхрӗ, унтан алӑкне уҫҫисӗр ҫӑрапа питӗрен пек туса ҫаклатса хӑварчӗ те хуллен аслӑ урамалла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тахҫантанпах путлӗн ҫӑвӑнса курманскер, Калюков сивӗнсе ӗлкӗреймен мунчара кӑҫалхи милӗкпе киленсех ҫапӑнчӗ, пӗтӗм кирӗкне ҫуса тасатрӗ, пӗчӗк чӳречене хура сатин татӑкӗпе карса, ҫиччӗллӗ лампа ҫутсах хырӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор хӑй ҫӗре тӑрӑнтарнӑ шӗвӗр патака туртса кӑларчӗ те атӑ кунчинчен ҫапа-ҫапа тасатрӗ, кайма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитерчӗ, шӑварчӗ, тасатрӗ, картишне кӑлара-кӑлара чуптарчӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман алӑ ҫинче юлнӑ паллӑсене Надя нумайччен сӑтӑрса тасатрӗ, кун пек тунипе эпӗ ӑна та, Митя тетене те пӗтерсе хума пултарнӑ иккен.

Надя долго оттирала следы на моей руке и говорила, что этим самым я мог нечаянно выдать ее и дядю Митяя.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лина ҫӑм тасатрӗ, Альфредпа Эмиль вара кӗрепле шӑлӗсем туса хатӗрлерӗҫ.

Лина чесала шерсть, Альфред и Эмиль стругали колышки для граблей.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Амӑшӗ вара ҫак вӑхӑтра ашшӗн чустапа вараланса пӗтнӗ пуҫне, питне ҫуса тасатрӗ.

А его мама в это время старательно очищала голову и лицо папы от налипшего теста для пальтов.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Манпа пӗрле ҫӳрекен тарҫӑсенчен пӗри мана хӑй сӑмса тутрипе тӗплӗ шӑлса тасатрӗ, анчах Глюмдальклич мана хамӑр киле таврӑничченех ещӗк ӑшӗнчен пӗртте кӑлармарӗ.

Один из лакеев тщательно вытер своим носовым платком мое перепачканное платье, а Глюмдальклич больше не выпускала меня из ящика до возвращения домой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман савнӑ няня апата йӗппе чакаласа ман ҫӑвара тасатрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хӑсса ятӑм та, мана вара ҫӑмӑл пек туйӑнчӗ.

Моя милая нянюшка иголкой вычистила мне рот, после чего меня вырвало, и я почувствовал большое облегчение.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Цесарский ӑна дезинфекци турӗ: спиртпа шӑлса тасатрӗ, вут ҫинче хӗртрӗ те — каллех шӑлчӗ.

Цессарский стал дезинфицировать ее — протирать спиртом, прожигать и снова протирать.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Екатерина Алексеевна котелок илчӗ те, ӑна шывпа чӳхесе тасатрӗ, унтан вара Ленькӑна пачӗ, анчах сасартӑк урӑх шухӑш тытрӗ.

Екатерина Алексеевна достала котелок, сполоснула его и протянула Леньке, но вдруг раздумала.

XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ленька ӑна шӑлса тасатрӗ те хӗвел ҫине тытса пӑхрӗ.

Ленька протер ее и поглядел на свет.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Шатрарах артиллерист кашӑкне ҫуласа тасатрӗ те, халӗ те пӑтӑ савӑчӗпе тӗрмӗшекен Сережка Курочкин енне куҫ хӗссе, Чапаева ҫапла каларӗ:

Артиллерист облизал ложку и, выразительно подмигнув в сторону Серёжки Курочкина, всё ещё трудившегося над бачком с кашей, сказал Чапаеву:

Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Таня коробка ҫумӗнчи тӑпрана хырса тасатрӗ те ун ҫине ҫырнӑ саспаллисем палӑрма пуҫларӗҫ:

Таня очистила коробку от налипшей земли, на крышке стали видны выдавленные буквы:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Анчах Алексей Кузьмич чӳлмек катӑкне илчӗ те пӗчӗк щёткӑпа шӑлса тасатрӗ, кӑмӑллӑн пӑхса:

Но Алексей Кузьмич взял черепок, почистил его щёточкой, полюбовался па него и сказал:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех