Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тар сăмах пирĕн базăра пур.
тар (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тар шӑршинчен хытӑ хӑраҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хам тарланӑ, пит тӑрӑх шапӑртатса тар сӑрхӑнать…

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сӗтпе ӳсекен чӗрчунсенчен юр барсӗ, кабарга, тар, пӗчӗк панда тӗл пулаҫҫӗ.

Из млекопитающих встречаются снежный барс, кабарга, тар, малая панда.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ӑсталӑх туянас тесе, поэт мӗн тери тӑрӑшнӑ-ши, мӗн чухлӗ вӑй пӗтернӗ-ши, тар юхтарнӑ-ши, ыйхӑ вӗҫтернӗ-ши?..

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юрӑҫӑ-старик пурӑннӑ пурнӑҫра асапне те, хӗнне те пайтах курнӑ, тар юхтарнӑ, куҫҫуль тӑкнӑ, — юрлама пӑрахман: пӗтӗм ӗмӗрне юрласа ирттернӗ, ҫавӑнпа унӑн юррисем халӑх чӗринче юлнӑ, шухӑшӗсем халӑх ӑс-тӑнне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хӑй йӗп-йӗпе тар.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Паракантан ил, ҫапакантан тар, — пат татса хучӗ Апуҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Конвертне уҫичченех чӗри шӳ-ӳ туса кайрӗ, тар тухнипе ҫӗлӗкне хывса сӗтел пуҫне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пичӗ тӑрӑх, ҫурӑмӗ тӑрӑх тар юхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Темле йывӑр шӑршӑ пӳртре, анчах мӗн шӑршине никам та пӗлес ҫук; тӑварланӑ купӑста шӑрши те, тар шӑрши те, нӳхреп шӑрши те — пурте пӗрле.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвак майка витӗр тар тапса тухнӑ, ҫапах, пӗчӗкрен ӗҫе вӗреннӗскер, ывӑнма пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗпи витӗр тар тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тар, Улька!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаша пек пысӑк кӗлеткеллӗ Кулюкка, ҫак сӑмахсене илтсен, вӑйсӑрланнӑ пек пулчӗ, пуҫ пӳрни пек лаптак сӑмси тӑрне пӑчӑ-пӑчӑ тар пӗрчисем шӑтса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тар шӑрши перекен хӑмӑр кӗпине ешӗл курӑк ҫине сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ак ҫапла тӑвӑпӑр, Петӗр тус, — тар тӑкса кӗлте ҫыхакан салтак арӑмӗсем ҫине хӗрхенсе пӑхса, шӑппӑнрах каларӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫанҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта мӗн хӑтланнине курсан, ҫурӑмӗ ҫине сив тар тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ тар юха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамки ҫине сивӗ тар пӑчӑртанса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех