Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

талӑк сăмах пирĕн базăра пур.
талӑк (тĕпĕ: талӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лупас хыҫне кайсан та ним тӑваймасӑр ҫур талӑк шухӑшласа ларатӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку канмалли кунсенчи аварисем хыҫҫӑн та, сӑмахран, хурӑн-кӑкшӑмсем виҫӗ талӑк енне ҫутӑсӑр аптранӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Анчах та талӑк иртсен те ресурспа тивӗҫтерекен организацисем нимӗнле пӗлтерӳсем те, ӑнлантарусем те памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Квикка, эпир вӗсене кунта мӗн шутпа илсе килнине пӗлменскер, малтанах питӗ хӑрарӗ, икӗ талӑк хушши нимӗн те ҫимерӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Карас пулӑсем чӑтӑмлӑ, нӳрӗ ҫӗрте шывсӑр-мӗнсӗр виҫшер талӑк пурӑнма пултараҫҫӗ, — терӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ҫумӑр пулас умӗн тепӗр чух пӗр талӑк малтан шыв ҫине хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Икӗ талӑк ҫывӑрманнипе ларса пынӑ чухнех тӑрӑнса ансан, унӑн урисене жнейка тӑрмаласа пӗтернӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вун ҫичӗ талӑк — пурнӑҫӑн пӗр пӗчӗк сыпӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӑрманта ирттернӗ вун ҫичӗ талӑк хыҫа юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗр талӑк канатӑн…

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Иккӗмӗш талӑк сыхлатӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗр талӑк канма ирӗк пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Шухӑшлӑр хӑвӑрах: кӗрхи ҫанталӑк, иккӗмӗш талӑк ҫумӑр ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ӗлӗк икшер талӑк ҫывӑрмасан та ним мар чӑтатчӗ, халь самаях йывӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫур талӑк килте пурӑнатӑп ӗнтӗ, анчах кам килчӗ пирӗн пата?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Унччен эпӗ пӗр талӑк трактор ҫинчен анмасӑр ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хӗрарӑма е штрафлама, е 15 талӑк таран хупса хума пултараҫҫӗ.

Женщину могут либо оштрафовать, либо арестовать на 15 суток.

Суда чӗннӗ хӗрарӑм усал сӑмахпа перкелешнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33525.html

— Стражник икӗ талӑк ытла Ҫтаппан туйран таврӑнасса сыхларӗ, паян ирхине тытса хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чух пӗлӗт хупӑрласа килет те, темиҫе талӑк вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хупса лартрӗҫ витене, Пилӗк талӑк усрарӗҫ, Ҫав пилӗк кун хушшинче Апатпа шыв памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех