Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыхласа (тĕпĕ: сыхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ӑна операци сӗтелӗ умӗнче те, хӑйӗн килӗнче те куратпӑр, вӑл ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн ҫӗрне-кунне пӑхмасӑр ӗҫленине курса савӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Сирӗн урамра ашкӑнакансене сыхласа ҫӳрес тулать, вырӑн ҫинче выртакансене мар!..

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӗрӗх ултӑ ҫул хушши совет милицийӗ пирӗн государство, пирӗн халӑх интересӗсене тимлӗн сыхласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

…Ваня вилнӗ хыҫҫӑн тусӗсем унӑн дневникне сыхласа хӑварнӑ та кайран вара ватӑ амӑшне ярса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Боецсем Иван Ефимовичӑн ҫырса пынӑ пӗчӗк кӗнекине сыхласа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫавӑнпа та пирӗн мире хуть те хӑҫан та тимлӗн сыхласа тӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Вӗсене паянхи пурнӑҫра наци культурисене сыхласа хӑварас тата аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас ыйтусем пӑшӑрхантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Вӑл Раҫҫее чунтан юратнӑ, унӑн пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланнӑ, чӑвашсем вырӑс халӑхӗпе туслашса ҫывӑхланни Раҫҫей патшалӑхне ҫирӗплетме, унӑн этнокультурин нумай енлӗхне сыхласа упрама тата ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫма пулӑшать тесе шутланӑ.

Он искренне любил Россию и прекрасно осознавал ее значение, считая, что сближение чувашей с русским народом послужит укреплению российской государственности, сохранению его этнокультурного многообразия и открытию новых возможностей для социально-экономического развития страны.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Паян Чӑваш чӗлхи кунне Раҫҫейри чылай регионта анлӑн уявлаҫҫӗ, унта чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине тата культура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан майсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Сегодня День чувашского языка широко празднуется во многих регионах России, где принимаются меры по сохранению родного языка, традиций и культурных ценностей чувашского народа.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Тахҫанхи киревсӗр ӗҫшӗн аванмарланнӑ Герасим Федотович суран паллине ӗмӗрлӗхех сыхласа хӑварнӑ юманран аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ку повеҫе хамӑн пулас ачасем валли куҫ пекех сыхласа усрӑп.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫынсем ӑна сыхласа хӑварма питех тӑрӑшман, ытти витесене вут ан куҫтӑр тесе ытларах вӗсене шывпа сапса сыхланӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Палӑртса хӑваратпӑр, 2023 ҫулта Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫӑл-борт пыл хурчӗсене пулӑшмалли программа туса хатӗрленӗ, вӑл ҫавӑн пекех вӑтам вырӑс пыл хурчӗсен вырӑнти популяцине сыхласа хӑварма тата сарма май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт специалисчӗсем Беларуҫри пыл хурчӗн популяцине юсаса ҫӗнетме пулӑшӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... sh-3219536

Ял ҫыннине пулӑшассине — чӗр таварӑн сутлӑх хакне тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе пырас тата уйрӑм хушма хуҫалӑхпа пурӑнакансемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче сӑвӑнакан ӗне выльӑхсен хисепне сыхласа хӑварас ыйтусене Чӑваш Ен Правительстви шайӗнче сӳтсе явни те тӗрӗс.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

— Хӑвӑн чунна сыхласа хӑварас тесессӗн, эпир каланине итле-ха, — сӗнчӗ вӑл Алюнова.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӳлӗм тумалли те сахал мар, чи кирли пирӗн халӗ пуҫсене сыхласа хӑварасси….

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑрал таврашне, акӑ, салтаксем сыхласа тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша ирӗкне сыхласа, ҫӗнӗ пурнӑҫ пусланине палӑртса шурсухалсем ҫӗнӗ вут чӗртме килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрттӑн сыхласа тӑнӑ та ҫав ҫамрӑк ҫарпуҫне таҫтан таврӑннӑ чухне ухӑпа персе амантнӑ…

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хамӑн хӗр чысне, хамӑн ирӗклӗхе сыхласа, тӑшман ҫине алӑ ҫӗклемелле пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех