Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сурӑх сăмах пирĕн базăра пур.
сурӑх (тĕпĕ: сурӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малашне никама та сӑлтавсӑр ан кӳрентерччӗр тесе, ҫакна калатпӑр: ку циркач тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсене тӗлӗнтерес тесе пуль ӗнтӗ, хӑйне хупахран килнӗ ӳсӗр сурӑх пек тыткалать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асли мана: — Эй, наркӑмӑшлӑ кӑмпа, кил-ха кунта, вокзалран тухса калаҫар. Эсир, ачасем, кунти «сурӑх путеккисемпе» пулӑр хальлӗхе, — терӗ те — иксӗмӗр перрон ҫине тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Кукамай вара хӑйӗн кӗнчелеҫҫине илетчӗ те ӑшӑ кӑмака ҫумӗнчи сак ҫине ларса таптарнӑ сурӑх ҫӑмӗнчен ҫип арлама тытӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Атте мана кӗтӗве ҫӳреме ятарласа кӗскерех пушӑ та, ӗнесем валли хулӑн пушӑ, сурӑх кӗтӗвӗ валли ҫӳхереххине, инҫене каякан сасӑ кӑлараканнине, явса парсаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Сурӑх ҫӑмӗ, алсиш-чӑлха сутакан нумай, тӳпеттейсем, атӑ-пушмак…

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Мишерӗсем пӑрупа сурӑх туянаҫҫӗ пӗрмай, алӑ ҫапса хак хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Сурӑх хӑлхипе хӳри пур.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Унта та кунта сурӑх та путек мемеклетни, ӗне-выльӑх му-у-уклатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӑл чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, сурӑх какайӗ юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗр кунхине амӑшӗ вырӑнне ыраш вырса ҫапнӑ-тӗшӗленӗ ана ҫине сурӑх кӗтӗвӗ кӗтме тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӳлӗме тасатмалла пирӗн, сурӑх витинчи пек пурӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Тамара пӗвинчен» виҫӗ лашапа икӗ тиха, пӗр ушкӑн сурӑх шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сурӑх пулар мар.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ма тесе сурӑх калать, тусӑм, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хапӑлламастӑп эпӗ анра сурӑх пек сӗнксе ҫӳрекенсене.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юман Митрахванӗн кӗҫӗн ывӑлӗ халӗ ак, салтак атти, галифе, фуфайка, сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ каччӑ, ун умӗнче пӑхаттир пек тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпир сурӑх кӗтӗвӗ пекех вӗт.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле амӑшӗ сурӑх ҫӑмӗ хуратчӗ минтере, унпа упӑшкин — ГУЛАГра нушапа чирлесе таврӑннӑ Хӗветӗрӗн, ревматизмне сыватма, сыпӑсемпе мышцӑсене тамӑкла ыратнинчен хӑтарма усӑ куратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫывӑракансем умне сурӑх кӗрӗкӗ тӑхӑннӑ арҫын тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унччен те пулмарӗ — пӗр ушкӑн ача кашкӑртан хӑранӑ пӗр кӗтӳ сурӑх пек ял еннелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех