Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирпӗнсе (тĕпĕ: сирпӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана хирӗҫ хура утсем кӳлнӗ кӳме сирпӗнсе килет.

А навстречь кибитка несется, ровно ураган, десяток черных коней в упряжке.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун ҫинчен сирпӗнсе кайнӑ чернил кӗленчи, сӑрлӑ урая вараласа, стена ҫумне кусса ҫитсе выртрӗ.

Свалившаяся чернильница опрокинулась на крашеный пол и, оставляя черную дорожку, докатилась до стенки и остановилась.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Петӗр куҫӗнчен вут-хӗм сирпӗнсе тухрӗ.

Из глаз Педера будто полыхнуло красное пламя.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑк хупӑнма та ӗлкӗреймест, Шахрун каялла сирпӗнсе кӗрет, урайӗнчи вутта тапса салатать.

Но едва за ним успевает закрыться дверь, как Шахрун влетает обратно, быстро начинает затаптывать костер.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫул урлӑ мулкач сирпӗнсе каҫса каять.

Через дорогу проскакал заяц.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫемленкке алӑкне уҫсанах вӗсене хирӗҫ кантӑр вӑрри тӗслӗ ват кушак сирпӗнсе тухса кайрӗ.

Как только они открыли дверцу землянки, навстречу им шмыгнула кошка цвета конопляного семени.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун тӗлӗнче шыв; шапӑртатса, сирпӗнсе кӑна тӑрать.

За ним встают фонтаны брызг.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эрне каялла вӗсем Юмансартан инҫе мар нухайсен отрячӗпе перкелешрӗҫ, пӗр учӗ, ухӑ йӗппи тивнипе ӗрӗхсе кайнӑскер, вӑрмана сирпӗнсе кӗрсе чӗлпӗрӗпе ҫыхланса ларчӗ, вӑл ута таркӑнсем хӑйсен пуҫлӑхне парас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй ҫавӑнтах пӳртрен каялла сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах Хураҫка нӑйкӑшса каялла сирпӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Авӑрланма лартнӑ Redmi 6A смартфон сирпӗнсе хӑйӗн хуҫине вӗлернӗ.

Оставленный на зарядке смартфон Redmi 6A взорвался и убил владелицу.

Инди блогерӗ сирпӗннӗ Redmi 6A смартфонпа юнашар хӑйӗн тӑванӗн виллине тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32876.html

Сисмерӗҫ те хурал хуҫи вӗсем патне мӗнле сирпӗнсе чупса пынине.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тутар ҫар ҫынни, ӑна-кӑна сисмен япала, сирпӗнсе анчӗ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Турихан ҫӑл урлӑ сирпӗнсе кайрӗ те тӑнне ҫухатрӗ…

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тутарсенчен пӗри лашипе малалла сирпӗнсе тухрӗ те чул йӗри-тавра ҫаврӑнса хӑйсен ушкӑнӗ патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Данилов нумай кӗттермерӗ, нар пек хӗрелсе кайнӑскер, профессор кабинетӗнчен сирпӗнсе тухрӗ те аялалла вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хыҫалти хапхаран Ахтупай сирпӗнсе кӗчӗ, кунта мӗн пулса иртнине чухласа илсе тиха патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патак хуҫӑлса таҫта ҫити сирпӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӑравус труби сирпӗнсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Илтместӗн-им эсӗ тупӑ сассине? — теейнӗччӗ ҫеҫ Герман, Павлушӑн карттусӗ пуҫ ҫийӗнчен сирпӗнсе те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех