Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сая сăмах пирĕн базăра пур.
сая (тĕпĕ: сая) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара ҫул ҫинче усӑллӑ вӑхӑта нумай сая янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Д. А. Кушниковӑн пархатарлӑ ӗҫӗ сая кайман, ӑна чӑваш ҫыннисем чунтан юратнӑ, вӑл земски тухтӑрта ӗҫлени ҫирӗм пилӗк ҫул тултарнӑ тӗле ун патне нумай-нумай ҫӗртен саламлӑ телеграммӑсемпе ҫырусем янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Халь киввине, пиҫнӗ-пиҫменнине, шыраса-юсаса вӑхӑта сая яриччен пиҫнӗ йӗркесем ытларах ҫырасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Ял аталанса, чечекленсе пытӑр, унпа мухтанмалла пултӑр. Тӑрӑшни нихӑҫан та сая ан кайтӑр, ҫитӗнӳсем патне илсе пытӑр. Тӑван кӗтес яланах сирӗн чӗрере пултӑр», — тенӗ Александр Федоров ял ҫыннисене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкяль — 290 ҫулта // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d0%ba%d0% ... %82%d0%b0/

Юта тухса ыр курмасан, Эсӗ сая каян вӗт.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Ҫапах та мӗн тари савӑк, тӑватӑ ҫул кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫленӗ ӗҫ сая кайманнине туйса, акӑ халь тӑван тавралӑхпа утма!

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫавӑн чухлӗ хитре майра сая кайнӑ чух ма манӑн пӗртен-пӗр хӗре илес ун?

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Майра тав туса та ҫӑвар тутине сая ярса тӑмарӗ…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Нумай асаплантӑм ӗнтӗ, темӗн чухлӗ сӑрӑ сая ятӑм, темиҫе пир тӑрӑхне ҫурса вакларӑм — ҫук, тухмасть чи кирли!

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Касаҫҫӗ, ҫураҫҫӗ йывӑҫа, анчах кашӑк аври пысӑкӑш турпаса та ӳкерсе сая ямаҫҫӗ, йӑлт ӗҫе кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сире пула черетре тӗркӗшетпӗр, ылтӑн вӑхӑта усӑсӑр сая яратпӑр, тесе ятлатӑр-и? — Григориу еннелле пуҫне сӗлтсе ыйтрӗ вӗсенчен Брянцев.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку — кирлӗ ҫын мар, унпа юмахласа ҫӑвар тутине сая яма килмен-ха эпӗ кунта, терӗ-ши ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пысӑккине уҫӑпӑр та ҫинӗ-ҫимен сая ярӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапла майпа Елчӗке аякри ялтан строительство ӗҫӗнче усӑ курма кирлӗ ку е вӑл тавара туянма килнӗ ҫын хаклӑ вӑхӑтне сая ямасӑр, мӗнпур япалана кунтанах туянма пултарни питех те меллӗ пулнине ӑнланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Чӑнах та, никам та вӑхӑта сая ямасть.

И точно, никто времени не терял.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Хӑшӗсем шухӑшланӑ та килти саппассенчен чи тутлӑ апата ҫисе янӑ: мӗн сая ярас?

Кто-то подумал и съел из домашних запасов все самое вкусное (не пропадать же добру!),

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Ну хальхи юрӑсем вара, сая пӗлтерӗшсӗр!

Ох уж эти современные песни, совсем в них нет смысла!

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

«Сурпан-масмакла ҫыракан ҫинчен некролог ҫапса хаҫата сая ямалла мар».

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Таранов хӑш-пӗр ҫынсем кӑлпасси ҫӗклесе утнине асӑрхасан гастронома васкарӗ: уйӑх кӗҫ-вӗҫ вӗҫленет, талона сая ямалла мар, ҫӑкӑрпа сӗт-турӑх туянмалла тата.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла, кил вӑл колхоз мар, унта ҫӳпӗ те сая каймасть.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех