Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрнипе (тĕпĕ: пӳрни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ясмӑк пек хӑпаланса тухнӑ алла пӳрнипе сӑтӑркаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анчах Аня ун чухне ҫавна пӗтӗмпех шӳт вырӑнне йышӑннӑ, Зиминцева шӗвӗр пӳрнипе сӑмсинчен тӗртсе илнӗ те килне тарса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Юрату йӗррисем тӗксӗмленесси… мӗнле? — ӑна сӑмсинчен пӳрнипе тӗртсе илсе ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӳрех асӑрхаттаратӑп: колхозра унашкал ӗҫ ҫук! — йӗкӗр янахне пуҫ пӳрнипе сӑтӑркаларӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗлетӗн-и, Караҫӑм, — аллине састӑп авринчен вӗҫертсе пӳрнипе юнарӗ Виссарион Игнатьевич, — эс хӑвӑн ҫӑмӑлттайлӑхупа Тимахван мучие кӑна мар, Автанкассинчи мӗнпур ҫынсене хур турӑн: вилнисене те, чӗррисене те.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хуллентерех, Иссар! — пӳрнипе юнарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫӗлен мар, вӑл — эсӗ! — библиотекаре шӗвӗр пӳрнипе тӗлленӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сивӗ чӗпӗтсе хӗретнӗ пит ҫӑмартине пӳрнипе тӗртсенех юн чӑрлатса пӗрӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Халӑх мӗнле вилӗмпе вӗлересшӗн ҫак юнӗҫенсене? — ыйтрӗ вӑл пӳрнипе Ахпӑлатпа пуп еннелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Никам та ӑна ун чухне пӳрнипе те тӗкӗнме хӑяйман пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Юрӗ, юрӗ, эс чӗнен, апла тӑвану умӗнче те сан явап тытмалла, ман мар, — шӳтленӗн пӳрнипе юнам пекки турӗ Пӑкачав, вара хӑй патне утне илсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара пухӑ варринчех Намӑс курӑн чиперех» — Ӳпкелешет Силемпи Урха хӗрне Чӗкеҫе, Хӑй систерчӗ пӳрнипе Ҫиментее-кӗслеҫе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Патша чӗри тӗлне пӳрнипе тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Кӗнекере мӗн ҫырнине шӗвӗр пӳрнипе йӗрлесе: — 01 — пушар! — текелет Липа.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Вӑл питӗ сӑнаса пӑхкаларӗ те, Сеит ҫине кӑтартса, — эпӗ ҫак ачана илӗттӗм, — тесе, пӳрнипе тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Лар пура хӗррине, ку чӗлӗ сан карапу пултӑр, ку — ман, — пӳрнипе тӗксе ярать Шурик хӑй чӗллине.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унтан сулахай аллӑн пысӑк пӳрнипе вӑта пӳрнине ҫӗре тӗревлесе хапха тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шӑртлӑ ҫырӑ сухаллӑ арҫын, виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе, студене те хисеп тӑвасшӑн пулчӗ, анчах шӑнтнӑ, «шӑнӑрсӑр» апат ниепле те ун аллине кӗресшӗн пулмарӗ: сӗтел ҫине вараласа, сӗрӗнкелесе, чыссӑрлатса, асамлӑ чӗнтӗрсемпе эрешлесе пӗтерчӗ — куҫ умӗнчех абстракционизм произведенийӗ ҫуралчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Пӗр авӑк тӑхтав тунӑ хыҫҫӑн кӗске унаҫ пек пӳрнипе виҫӗ хут та ҫурӑ юнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Кӗхле-кӗхле, мӗхле-мӗхле, самайччен муритленчӗ «хаклӑ ҫимӗҫе» сая ярасшӑн пулмасӑр «перекетлӗ хуҫа», тарласа та кайрӗ, юлашкинчен тӗпренчӗксене виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе илчӗ-илчех, вара, тӳрленсе ларса, вӗсене алхапӑл ҫӑваралла ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех