Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарнӑ (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑнне питӗ тирпейлӗ пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Трофим талпам, сарлака ӑмӑрлӑ, пиҫсе ҫитнӗ торн пек куҫлӑ, армути шерепи пек вӑрӑм, шӗвӗр сухаллӑ качака таки, ҫемйине хӑй тавра пуҫтарнӑ та, хӑнк та сикмесӗр, лӳ те тумасӑр, хӑйӗн тивӗҫлӗ хакне туйса, тӳлеккӗн, ҫемҫен кӗмӗртетсе, кавлек кавлесе выртать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Альбертӑн янах таврашне арҫын мӑкӗ тапса тухсан та унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсерен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарнӑ, питне-куҫне те вӗсемех ӑшӑ шывпа ҫуса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Полировка тунӑ хаклӑ йышши сӗтел, ҫине мерешкепе илемлетнӗ ҫитти сарнӑскер, тӗкӗрлӗ шифоньер, икӗ кресло, сарлака кровать, ун ҫинчи типтерлӗ пуҫтарнӑ таса вырӑн, телевизор, радио, ҫӑвӑнмалли-тасалмалли уйрӑм пӳлӗм, фикус…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Канӑр кӑштах килнӗ чух тата, — сӑпайланчӗ карчӑк сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке пуҫтарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫӳҫне хулпуҫҫи таран кастарнӑ, ҫӳллех мар кӗлеллӗ хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ, мӑйран йӑлтӑр шурӑ шӑрҫа ҫакнӑ, тутине чӑпӑрт тытнӑ, кӗренрех ҫуткам пурҫӑн евӗр сӑн-питлӗ хӗр аллинче — ҫулман улӑхра пуҫтарнӑ чӗрӗ чечек ҫыххи.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Килкарти хапхине асӑрхануллӑн уҫса, ӑмӑрткайӑк кӑмӑлӗ-туйӑмӗпе тулса тӑкӑнакан Павӑлпа ирхи сывлӑм сыпнӑ чечек пек именчӗк хӗр шӑкӑртах пуҫтарнӑ картишне кӗрсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Леспромхозра ӗҫлесе пуҫтарнӑ шӑтӑркка хутӑн ытларахӑш пайӗпе тӗксӗм кӑвак вельветран ҫӗленӗ куртка, хура брюки (халӗ шӑпах вӑл ҫав ҫи-пуҫпа) тата ал сехечӗпе улӑм шляпа (пӗве кӗнӗ ҫамрӑкӑн туҫланса, янкӑсланса, шуххӑн, юпахланса ҫӳремелли япалисем!) туяннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Иксӗмӗр туйра хӑвалашла вылянине аса илер-ха тата, — ӗнтӗ тутине ейсех пӑрахрӗ Ула Тимӗр, чӗрӗрех кӗске патакпа йӑсӑрланакан ҫинҫе-шыҫмак ҫунӑк татӑкӗсене — «вут ҫыртӑкӗсене» — кӑвайт варрине пуҫтарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Халех шӑпӑрпа шӑлса пуҫтарнӑ пултӑр кукӑль юлашкисене!» — кӑшкӑрашкаларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Чим-ха, капла эпӗ хӑш енчен килнӗ, ҫавӑнталлах, хам паян кӑмпа пуҫтарнӑ вырӑнсенех, ҫаврӑнса тухма пултаратӑп вӗт-ха, — ҫуйланса, ӑсӗ-тӑнӗпе чӑлхансах ӳкрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пысӑк чечеклӗ майра кӗпипе, ӗмрипе яп-яка тирпейлесе пуҫтарнӑ ҫӳҫне кӑтралаттарнӑ, ҫара уринче ҫамрӑксем тӑхӑнакан пушмак.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫӳҫне хӗр чухнехи евӗрех хыҫалалла илемлӗн пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Каҫхи ӗҫсене пуҫтарнӑ Ленӑпа Тамара киле пӗрле таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗркунне выльӑхсене валли ҫулҫӑ хатӗрлене тата йӗкел пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр», «Пӗрле» фондсем тӑрӑшнипе пуҫтарнӑ япаласене ҫийӗнчех кирлӗ ҫӗре ҫитеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Мартӑн 4-мӗшӗнче пуҫтарнӑ япаласене пулӑшу кӗтекенсем патне ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Марине темиҫе ҫул хушши пуҫтарнӑ теттисене вырӑнне те хумарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

— Пирӗн пур енчен те хамӑр тӑшмансенчен вӑйлӑрах пулмалла, — терӗ малалла Моломан тӗрлӗ еннелле саланса кайнӑ кӑварсене ҫара аллӑнах пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ май, — вӗсенчен ӑслӑрах пулас пулать.

— Мы во всем должны быть сильнее своих врагов, — продолжал Моломан, голой ладонью сгребая разлетевшиеся во все стороны угольки, — способнее их.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Моломан турчка вӗҫӗпе пӗр вырӑна хырса пуҫтарнӑ тӑпрана урипе тӗрткелесе салатрӗ те Горовиц ҫине пӑхса малалла каларӗ:

Моломан разбросал ногой кучку земли, которую он сам только что сгреб, и, подняв глаза, продолжал:

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех