Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
пурнӑҫ (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене пурнӑҫа кӗртни вара кашни района аталанма, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май парать те.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программинче кашни района уйрӑммӑн тимлӗх уйӑрнӑ, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Паянхи пурнӑҫ лартакан ыйтусене тӗллевлӗн пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн ӗҫлӗпӗр, мероприятисене пысӑк технологисен витӗмлӗхӗсене тӗпе хурса йӗркелӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran

Наци проекчӗсене, Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегине, Чӑваш Республикин Экономика тата социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн комплекслӑ программине пурнӑҫлани сывлӑх сыхлавӗн отрасльне малалла аталантарасси ҫине пысӑк витӗм кӳчӗҫ.

Благодаря реализации национальных проектов, Стратегии социально-экономического развития Чувашской Республики, Комплексной программы развития социально-экономического развития Чувашской Республики отрасль здравоохранения получила огромный импульс для развития.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

Йывӑҫ хӑйне пурнӑҫ панӑ, вӑй панӑ, илем панӑ ҫӗр ӑшне тарӑн тымар янӑ пек, хӑйсен пурнӑҫне тӑван ялпа, тӑван ҫӗрпе ӗмӗрлӗхе ҫыхӑнтарнӑ ӗҫ паттӑрӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Пурнӑҫ чӗрӗ чунра тытӑнса тӑрать, машина вара — пурнӑҫа лайӑхрах тумалли хатӗр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Патвар йывӑҫсем — хӑватлӑран та хӑватлӑ машинӑсем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ завочӗсенчен тухнӑ, халь вара таҫти ҫул ҫинче те ҫапла васкакан, хӑйсем васканӑ май пурнӑҫ таппине васкатакан тӗрлӗрен тӗрлӗ машинӑсем, тӗрӗсрех каласан, пурнӑҫ таппи хӑй хистенӗрен васкакан машинӑсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫтаппан пачах та улшӑнманни витӗрех курӑнчӗ пулсан, Ҫтаппанпа ырӑ пурнӑҫ ҫуккине эпӗ те, ют ҫын, ӑнланатӑп пулсан, ырӑ пурнӑҫ пулас та ҫуккине курса тӑратӑп, сиссе тӑратӑп пулсан, Улюка мӗн пулчӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑн-чӑн пурнӑҫ мӗнне пӗлмесен, ҫак пурнӑҫран ырри ҫук та пек туйӑнать пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамран ҫирӗм ҫула яхӑн аслӑ ҫын пурнӑҫ курнӑ ҫын пуль-ха, аванах пулӗ пурнӑҫ курнӑ ҫынпа юнашар, терӗм те…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

(«Пӗччен пурнӑҫпурнӑҫ мар, Елюк начар-и, лайӑх-и, ҫапах та ҫын-ҫынах».)

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйӗн хайлавӗсенче Таранов ӳлӗмрен пурнӑҫа хитрелетмӗ, пурнӑҫ чӑннипе мӗнле, ҫавӑн пекрех ҫырса кӑтартма тӑрӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Маринэ килсе кайнӑ хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Тарановшӑн тепӗр савӑнӑҫ ҫитрӗ: радиопа «Пурнӑҫ курки» янрарӗ, кичем палатӑра кӑмӑла ҫӗклентерекен ҫепӗҫ кӗвӗ янранинчен ытларах ӑна урӑххи хавхалантарчӗ: ара, диктор ҫапларах каларӗ-ҫке: «Пурнӑҫ курки» юррӑн сӑмахӗсене ку таранччен эпир Ямаш Ваҫҫипе Сулагаев ҫырнӑ тесе шутланӑ, халь вара, тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, ҫакӑ палӑрчӗ: сӑввин чӑн-чӑн авторӗ — Сехмет Сантӑркки.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эсир шаннӑ тивӗҫе пӗлсе пурнӑҫланӑран, халӑх шухӑшне тарӑннӑн ӑнланнӑран тата унпа тачӑ ҫыхӑнура пулса пысӑк ӗҫсене пурнӑҫланӑран ҫитӗнӳсем пулаҫҫӗ, халӑхӑн пурнӑҫ шайӗ ӳсет, районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономики те малаллах аталанса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

«Тата икӗ ҫултан Паша вӗренсе тухать, пирӗн пачах та урӑхла пурнӑҫ пулӗ», — тет пӗр страницӑра, хӑй умӗнче ҫутӑ, илемлӗ, ҫителӗклӗ пурнӑҫа курать…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Кашниех пурнӑҫра хӑй вырӑнне йышӑннӑ, кашниех пурнӑҫ тунӑ…»

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Эпӗ пурнӑҫа ӑнланайман, мӗншӗн тесен хам ҫинчен хам тӗрӗс мар шутланӑ, эпӗ пурнӑҫ айккинче тӑнӑ, юлташсем каланине итлемен, пурӑнса куричченех, асту-ха эсӗ, тӳрех тунсӑх чирӗпе чирлесе кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пирӗн вӑхӑтра ӗҫкӗпе шӑварӑннӑ ҫынсем — иртнӗ пурнӑҫӑн юлашкисем ҫеҫ, вӗсем пурнӑҫ никӗсӗнчен хӑйӗнчен тухакан япала пулманнине эпӗ яланах курса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аскет пулса каясран хӑрамалла мар-и манӑн? — тесе те шухӑшлаттӑм, анчах хамӑн шухӑш-кӑмӑл йӗркинче, пурнӑҫ тытӑмӗнче ытти юлташсен шухӑш-кӑмӑлӗпе, вӗсен пурнӑҫӗпе куҫкӗретех килӗшсе тӑман япаласем нимӗн те ҫуккине курсан, — лӑпланаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кусен пурнӑҫӗ — чи тӗлсӗр пурнӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех