Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшаҫҫӗ (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пурте чӑвашлӑха упрама пулӑшаҫҫӗ, пуласлӑхалла хывнӑ ҫутӑ кӗпер пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Округри искусствӑсен шкулӗнче преподавательсем ачасене илемлӗх тӗнчине илсе кӗреҫҫӗ, юрӑ-ташӑпа туслашма, ӳнер искусствин ӑсталӑхне алла илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Хӗҫ-пӑшалпа саккунсӑр майпа усӑ куракансене туххӑмрах тытса чараҫҫӗ, йӗрке пӑсакансене явап тыттарма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

Вӗҫнӗ чухне айккинчи тӑватӑ вентилятор транспорта сывлӑшра тытса пыма пулӑшаҫҫӗ.

Четыре боковых вентилятора управляют транспортным средством во время полета.

Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html

Аслӑрах ушкӑнри шӑпӑрлансем хаваспах аслисене пулӑшаҫҫӗ, хӑюсем касаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Асӑннӑ тетелсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан пирӗн хӳтӗлевҫӗсене каҫхине те асӑрхама пултаракан дронсенчен тата тепловизорсенчен сыхланма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Ҫынсем курсан килне йӑтса ҫитерме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Вӗҫен кайӑксем те пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, инкеке лекнӗ юлташне йывӑрлӑхра хӑвармаҫҫӗ, — асаплӑн шухӑшларӗ вӑл, — эпӗ вара… эпӗ… кам ҫакӑн хыҫҫӑн?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене малалла пулӑшаҫҫӗ.

Ученики Починок-Инельской средней школы продолжают помогать участникам специальной военной операции в Украине.

Салтаксем валли — ҫуртасем // С.Петрова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%bc/

Вӗсем пирӗн ачасене пӗлӳ, воспитани параҫҫӗ, кашнин чунӗ патне ҫул-йӗр хываҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пултарулӑхне уҫса пама пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Пирӗн округра пурӑнакансем аякра службӑра тӑракансене апат-ҫимӗҫпе, ӑшӑ тумтирпе ҫеҫ мар, тата ытти япаласемпе те пулӑшнӑ, пулӑшаҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Тивӗҫлӗ канурисем укҫа-тенкӗпе те пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Куйбышев гидроэлектростанцине тунӑ ҫӗрте «Хисеп палли» орден илнӗ Алексей Кириллов механик, Горький, Куйбышев, Асуан стройкисен ветеранӗ Василий Караев пек ӑста ҫынсем вӗсене, пысӑк стройкӑна килнисене, тинӗс уҫакансен ӗҫчен йышӗнче тулли праваллӑ ҫынсем пулма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Владимир Лазукинпа Николай Фролов электромотористсем — коллективра чи опытлисем, вӗсем земснаряд ҫине нумай пулмасть ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксене тӑрӑшса вӗрентеҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫе алла илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Владимир Ильич ҫинчен тухса калаҫнисемпе асаилӗвӗсем, статйисем Ленин сӑнарне, унӑн пурнӑҫӗпе кӗрешӗвӗн тӗллевне туллин те уҫӑмлӑрах курма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӗсене медицина сестрисен шкулӗнче вӗренекен хӗрсем, ҫара мобилизаци йӗркипе илсе кайнӑ ҫынсен ҫемйисем, амӑшӗсем пулӑшаҫҫӗ.

Их поддерживают школа медицинских сестер, семьи мобилизованных, матери.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӑрахмаҫҫӗ мана, пулӑшаҫҫӗ: чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем, ҫӗре кӗнӗ аҫуна манмаҫҫӗ-ха.

Да и не оставляют меня, помогают: железнодорожники, бедняги, помнят твоего покойного отца.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Цифра трансформацийӗн проекчӗсем уйрӑм отрасле те, тӗп отрасльсене те, пӗтӗмӗшле региона та цифра тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшаҫҫӗ.

Проекты цифровой трансформации способствуют достижению цифровой зрелости как отдельных, ключевых, отраслей, так и региона в целом.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эсир шухӑшласа кӑларнӑ меслетсемпе туса хатӗрленӗ сайра йышши ӗҫсем, пысӑк шайри интеллект республика пурнӑҫне ырӑ витӗм кӳреҫҫӗ, ӑна малалла аталанма пулӑшаҫҫӗ.

Ваши нестандартные находки, уникальные разработки, высочайший интеллект влияют на жизнь республики, способствуя прогрессу.

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/08/uva ... epodavatel

Вӗсем ӳсӗр тата шӑнса кӳтнӗ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ.

Они помогают пьяным гражданам и замерзшим людям.

Чӑваш Енре вытрезвителе кӑҫалах уҫасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34176.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех