Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлет сăмах пирĕн базăра пур.
кӗлет (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӗрре ҫурчӗ тавра утса ҫаврӑнать, кӗлет, витесем, лупас ҫинче витресемпе тӑракан ҫынсемпе калаҫкаласа илсе, вӗллесен хушшипе мунча умӗнчен иртет, ҫӗмӗрт ҫинчисем патне пырать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗлет умӗнчи чикмеке те манмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, кашкӑр тирне сӳсе кӗлет стени ҫумне тӑсса ҫакрӑм, тушкине йытта патӑм, — пӗлтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Те вӑрӑм ҫынран хӑраса кайнипе, те хуҫи кӑшкӑрса тӑкнине илтсе, йытӑ ҫавӑнтах, каялла тапса сиксе, кӗлет айне чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫурт ҫумӗнчи вырӑсла хапхапа юнашар алӑкӗ урам еннелле уҫӑлакан пысӑк кӗлет.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫитлӗ тыр-пула пурне те ҫич кӗлет тултарма пар, перекетне-ырлӑхне пар, ана ҫине аксан ана перекетне пар, вырса ҫӗмел тусан ҫӗмел перекетне пар…

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрне парать хуҫа, тепӗрне кӗлет алӑкӗ патне те ямасть.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫҫӗмӗш кунӗнче вара ак сире валли, усалсем, тесе кӗлет умне пӗр тӑруках икӗ мулкач ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем вара кӗлет хуҫипе тек тавлашма та аптрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑрӑшса, тӳсӗмлӗн сыхларӗҫ тимӗрҫӗсем Атӑл хӗрринче тӑвар куписемпе юнашар ларакан хӑлтӑр-халтӑр кӗлет хӑҫан уҫӑласса.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗскер, Тукай ӗмпӳ? — кӗлет хыҫӗнчен сиксе тухрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗлет хыҫӗнче, сарай хыҫӗнче пур ҫӗрте те чул купи.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗлет алӑкӗ патӗнче лаша чӗвен тӑчӗ, чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Чус витнӗ выльӑх карти, вите, кӗлет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кӑшт ҫеҫ тырӑ аллакан хӗрарӑма кӗлет ҫумне хӗстерсе лартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Колхоз мана кӗлет пачӗ, комсомолецсем пӳрт хӑпартма пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Часах кӗлет алӑкӗ хӑлтӑртатни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Эпӗ вара, алкумӗнчен анса, кӗлет умне пырса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, куркана илсе, пӳртрен тухрӑм, кӗлет умне хӗвел ӑшшине ларса ҫиме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пуҫа шурӑ пир тутӑр ҫыхрӑм, ҫие сӑхман тӑхӑнтӑм, кӗлет умне ларса ура сыртӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех