Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курса (тĕпĕ: курс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӗсене Георгий Арбузов вӗрентекенӗн ятарлӑ станокӗпе усӑ курса хамӑр ӑсталама пуҫларӑмӑр, ку ӗҫре пире Владимир Миловидов вӗрентекен сӗнӳсемпе пулӑшса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Астӑватӑр ӗнтӗ, Коля Афанасьевпа Геннадий Сандров епле вӗткеленсе ҫӳренине курса, пурте тӗлӗнеттӗмӗр вӗт-ха: «Вӑт камсенчен тӗслӗх илмелле», теттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурӑнмалла пек ӗнтӗ Левенӗн ҫӑтмахра «шик шӑхӑрса», рехет курса, вӑл пур…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурӑнаҫҫӗ рехетленсе те юп курса.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Милици ҫыннисем Левене тав тӑваҫҫӗ-тӗк, Тамара — вут ҫинчи пек вӗтелет: — Малашне мӗн курса тӑмалла капла? — тет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, такӑна-такӑна, пӗлтӗр хӑй мӗн курса мӗн хӑтланнине тӗплӗн каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ир тӑрса ларать ҫеҫ Тамара — кӑмака ҫинче ҫӗрӗпе тутлӑ тӗлӗк курса выртнӑ ама кушак тӑрс сиксе анать те ун патне йӑпӑлтатса пырать, мӑрӑлтата-мӑрӑлтата: «Тамарр, Тамарр», тесе ун ури тавра сӗртӗнсе ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Епле тату пурӑнса ӗҫленине курса хӗпӗртерӗм эпӗ ун чух.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Меллӗ самантпа усӑ курса, Левене Терен ҫынсем илтмелле мар калать:

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса, ҫынна ҫаратса ҫӳрекенни.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Упӑшкин ҫамки ҫинчи «панулмине» асӑрхасан: «Ай-юй, ку полковника тухма пуҫламан пӳлӗ-ҫке? — тесе кӑн-кан пӑхкалать Тамара, лешӗнчен эрех шӑрши-мӗнӗ кӗменнине курса, лӑплананҫи те пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

2021 ҫулта пуҫарулӑх бюджечӗн программипе усӑ курса ҫуртӑн фасадне тӗпрен юсанӑ, пурӗ 1 509 000 тенкӗ ытла тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Иккӗшне те вӗсене пуҫарулӑх бюджечӗн программипе усӑ курса хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи 27 культура учрежденийӗ «Пушкин картти» программӑпа усӑ курса мероприятисем ирттерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

— Пусӑ ҫаврӑнӑшӗнче ҫителӗклӗ минераллӑ удобренипе усӑ курса, ҫулсерен начар мар тухӑҫ илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Юмахри сӑнарпа усӑ курса кӑтартас пулсан — урисем те кирлӗ, хӑлхи те, хӳри те.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Кӑҫал та йӗркене ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ: пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене чи лайӑх вӑрлӑхсемпе усӑ курса пысӑк лаптӑкра акса хӑварассине хӑйсен тӗп тивӗҫӗ тесе йышӑннӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Эпир хамӑрӑн ӗҫе наци проекчӗсем, Президент хушӑвӗсем паракан майсемпе туллин усӑ курса йӗркелеме тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Курмалӑх пур, тунӑ ӗҫ те — куҫ умӗнче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %87%d0%b5/

Юлашки ҫулсенче халӑх вӑйӗпе тата патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

1864—1890 ҫулсенче «Пайлотпа» усӑ курса пӑр тӑнӑ вӑхӑтра Кронштадтпа Ораниенбаум хушшинче почтӑпа пассажирсене турттарнӑ, ҫапла май навигаци тапхӑрне темиҫе эрнелӗхе вӑрӑмлатма май пулнӑ.

В 1864—1890 годах «Пайлот» использовался для почтово-пассажирского сообщения между Кронштадтом и Ораниенбаумом в ледовых условиях, что позволяло удлинить навигацию на несколько недель.

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех