Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулма (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫивчӗ чӗлхеллӗ йӗкӗт кунта та аптӑраса ӳкменнине курса, пурте ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте кулма чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм ял манран кулма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унран кулма пӑрахӗччӗҫ вара.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун утма тытӑннӑранпа кӑмӑлӗ те лайӑхланчӗ, хура хӑмӑр куҫӗсем те ӑшшӑн кулма пуҫларӗҫ, хӑй те савӑнӑҫлӑн калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аппа шаккасах кулма хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ашшӗпе амӑшӗнчен уйрӑлать-ҫке, йӗресех пулать, — тет, — хытӑ йӗме, ахӑлтатса хытӑ кулма хушмаҫҫӗ ватӑсем, ырлӑха мар теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

4. Анекдотсем итленӗ хыҫҫӑн чикӗрен тухса, каҫӑхса кайса, вара тытса, ӳксе, йӑваланса, апла-капла хуҫӑлкаласа кулма, куҫҫуль сирпӗтсе ахӑрма, ахӑрашма, ахӑлтатма, лахлатма, лахӑлтатма, чӑхлатма, йӑхлатма, ыхыклама, лӗхлетме, ихӗлтетме, ихӗрме, ихиклетме, хиклетме, епреме чарас.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫакна курса ачасем ихӗлтетме, лӑхӑл-лахӑл кулма пуҫларӗҫ, класа тем тӗллевпе кӗнӗ техничка, Ула Тимӗре питлесе, ват сысна ами пекех ҫихӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте кулма, шӳтлеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав ӗнтӗ пӗччен хӗрарӑмӑн, кашни иртен-ҫӳрен кулма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл, хӗрне лӑплантарасшӑн пулса, вӑйсӑррӑн кулма пӑхрӗ, анчах кулли тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑш чух шӳт тума, кулма та юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

— Халӗ манран пӗтӗм хула кулма пуҫларӗ ӗнтӗ.

— Я становлюсь посмешищем для всего города!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах, вӗренекенсен пӑлханчӑк сассине илтсен, вӗсен куҫӗсем темле хаваслӑн та савӑнӑҫлӑн, ҫав вӑхӑтрах такама хӑратнӑ пек йӑлкӑшса пӑхнине курсан, Фабиан господин ҫав самантрах кулма чарӑнчӗ.

Но улыбку его как рукой сняло, когда он услышал взволнованные голоса учеников и заметил в их взглядах какой-то радостный, торжественный и, как ему показалось, угрожающий блеск.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Вӑл хӑйӗнчен мӗн пирки ыйтнине ӑнланаймарӗ, — «ревизор» илтмеллех каларӗ Хородничану, кулма хӑтланса.

— Он не понял вопроса, — сказал ему вдогонку Хородничану, безуспешно пытаясь улыбнуться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Бессараби ҫынни! — терӗ малалла Фабиан господин кулма чарӑнса.

— Бессарабец! — продолжал господин Фабиан, переставая смеяться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Директор ун ҫине темиҫе ҫекунд чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ, унтан, пукан ҫине кайса ларчӗ те, каҫса кайсах кулма пуҫларӗ.

Директор посмотрел на пего несколько секунд, затем, опустившись на стул, разразился хохотом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах та, вӑл хӗрсе калаҫнинчен Урсэкие пек мӑшкӑласа кулма пикенекен ҫамрӑксем те тупӑнкалаҫҫӗ, анчах ҫапах та ыттисем ӑна сывламасӑр тенӗ пекех итлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Были, правда, зубоскалы вроде Урсэкие, которые посмеивались над его страстными речами, но остальные слушали, затаив дыхание.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех