Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канӑҫсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
канӑҫсӑр (тĕпĕ: канӑҫсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карчӑка лӑплантарма та пӑхрӗҫ, кантуртисем хӑйсем ҫех кайрӗҫ тесе те ӗнентерме тӑрӑшрӗҫ, ҫук, канӑҫсӑр карчӑк хӑйӗннех перет.

Все ведь видали, как конторщики уехали, никого не взяли с собой, но старуха уперлась на своем.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑхӑчӗ канӑҫсӑр та шиклӗ пулнӑ.

Оно и понятно: времена настали неспокойные, тревожные.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫу кунӗнче ӳсен-тӑранӗ Хӑрсах ларать ҫав шыв типсен. Турра мухтатӑп пӗтерменшӗн Вӑл манӑн пурнӑҫ техӗмне, Ҫак таранччен те сӳнтерменшӗн Ман канӑҫсӑр чӗрем хӗмне».

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тапранчӗ Энӗш, Сӑр та Ункӑ, Пӑлханчӗ канӑҫсӑр Ҫавал, Выла ҫӗкленчӗ, ункӑн-ункӑн Ҫӗпре пек йӑтӑнчӗ Кавал — Юхтарчӗҫ пухӑннӑ ҫӳпе.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла та канӑҫсӑр ку вӑхӑт: Куплен хӑр-хар та ҫӗн хыпар.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун халӗ канӑҫсӑр пулма, Пӑшӑрханма сӑлтавӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗрем ман тапрӗ кӑрттӑн-кӑрттӑн, Ҫунтарчӗ канӑҫсӑр чуна.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, ҫамрӑк канӑҫсӑр чӗре, Пуҫа эс мӗншӗн тыткӑнлатӑн, Ӑҫта туртатӑн, хӑш ҫӗре, Мӗнле ҫул-йӗршӗн таканлатӑн?

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хускалчӗҫ темшӗн чӑшӑл-чӑшӑл, Ав, икӗ канӑҫсӑр чана.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл вырӑн ҫине те выртса пӑхрӗ, кунта та канӑҫсӑр шухӑшсенчен хӑтӑлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кремльте канӑҫсӑр кунсем пуҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черемисинов киле канӑҫсӑр чунпа таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй те канӑҫсӑр пурӑнать кунта, кунӗн-ҫӗрӗн ҫеҫен хир тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрет, тӗкӗрҫӗсене те этем пурнӑҫӗпе пурӑнма памасть.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Канӑҫсӑр эрне.

Неделя постоянного беспокойства.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канӑҫсӑр вӑхӑт.

Беспокойное и хлопотное время.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрне сирӗншӗн канӑҫсӑр пулӗ.

Данный период станет суетным и волнительным для вас.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тунтикунран пуҫласа юнкунччен – канӑҫсӑр вӑхӑт.

С понедельника по среду — время довольно суетливое.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канӑҫсӑр эрне кӗтет.

Предстоят хлопотливая и суетная неделя.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канӑҫсӑр вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах чун канӑҫсӑр пек.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех