Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрӗ сăмах пирĕн базăра пур.
йӗрӗ (тĕпĕ: йӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак повесть йӗрӗ ҫине ӳкме ӑна Инессӑпа Петр Васильевич пулӑшрӗҫ темелле.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл калама чарӑнчӗ, анчах унӑн пичӗ ҫинче ҫаплах тарӑн шухӑш йӗрӗ палӑрса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анчах уссиех пулман — кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, шулӗк йӗрӗ палӑрман, вӑл ҫӗр айне путса анса кайнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсен йӗрӗ вара симӗс курӑк хушшине хунӑ хура ҫип пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Лаша пулман, картишне ӗне ури йӗрӗ ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хальтерех кайнӑ ҫуна йӗрӗ тинкерсе пӑхсан тин палӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Унӑн икӗ уринчен те юн сӑрхӑнать, ҫӗлен йӗрӗ пек хура ҫӗр ҫине авкаланса юлать.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пире сутнӑ ҫичӗ ют Юнлӑ куҫҫульпе йӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку — йӗплӗ хулӑпа ҫапнин йӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пур ҫӗрте те вут йерӗ, вилӗм йӗрӗ, ниҫта пӗр ларса калаҫмалли кӗтес ҫук…»

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах халӗ ун пеккин йӗрӗ те юлман.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑйӑхӗ пирки унта каламалли те ҫук, йӗрӗ те палӑрмасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунӑн йӗрӗ те юлмарӗ, ячӗ те ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Тараканӑн йӗрӗ юлнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Республикӑра ҫулсерен иртекен Сывлӑх тата спорт кунӗ ку хутӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри йӗлтӗр йӗрӗ спорт ӑмӑртӑвӗпе тӳр килчӗ. Медале ҫӗнсе илессишӗн тупӑшакансене хаваслӑ кмӑл-туйӑм, вӑй-хват, пурне те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнисене, сывлӑх, хавхалану сунатӑп!», - тесе каланӑ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ -2023 ӑмӑрту иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Павӑл лӑхлатсах кулса ячӗ, ун йӗрӗ ҫине пусса, Лена та чечеклӗ кулӑпа йӑвашланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ак хайхи сӑнран паха леш алапаш хӗр те этем тӗс-пичӗн йӗрӗ те юлман шуйттан пулчӗ те тӑчӗ, йӗкӗлтевлӗн, намӑссӑррӑн-симӗссӗррӗн кутне-пуҫне кӑтарткаласа, тӗрсӗр ахӑлтатса та ихӗлтетсе, элес-мелес сиккелесе те пӗтӗрӗнкелесе, каллӗ-маллӗ чупкаласа, сальто-мортале те тукаласа, умра пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак сасӑсем илтӗннӗ тӗлелле ҫывхарас тӗллевпе арҫын прачак хӗррипе (кунтах унран ҫурҫӗрелле «туратланакан», ҫӗре алтӑкласа кӗрсе вӑрманалла хывнӑ машина — вӑрман кӑларакансен — ҫулӗ те курӑнчӗ), трактор йӗрӗ ҫине ӳксе, малалла кӗштӗртетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех