Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттерчӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чалӑм крепоҫӗнче ака туй ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телевиденийӗ, Тӑван радио, Чӑваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акци ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

Урасмет вара ку мӑшкӑла шӑла ҫыртса аран чӑтса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Палӑртнӑ ҫула уҫса кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче А.И. Миттов ячӗллӗ Сиккасси вӑтам шкулӗн коллективӗ хӑйӗн мухтавлӑ та паллӑ ентешӗпе Юрий Михайлович Артемьевпа тӗлпулу ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/

Сахиб-Гирей те Хусан Стамбул юрчӗ шутланма тытӑннӑ ятпа темиҫе кун ӗҫкӗ ӗҫсе йышӑну хыҫҫӑн йышӑну ирттерчӗ те пӗр ирхине хӑйӗн палатине питӗрӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Разнежье текен ялта Василий Шуйский князь ун ячӗпе вӑйлӑ ӗҫкӗ ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аманнӑ вырӑн сурнипе куҫҫуль тухрӗ пулин те Ахтупай чӑтса ирттерчӗ, сасӑ кӑлармарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Никампа канашласа пӑхмасӑрах гистамин пробине туса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫавна шута илсе, Чӑваш облӗҫтӑвкомӗ кӑҫал чаплӑ митинг ирттерчӗ, Атӑл хӗрринче ятарласа ун ячӗпе йывӑҫ обелиск лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эрнепи вӑрӑм ҫӗре ура ҫинче тӑрса ирттерчӗ, Патирек хутран-ситрен ӑна чӗнкелесе тӳшек ҫинче йынӑшса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепле васкарӗ пулсан та, Эльгеев виҫе куна яхӑн ирттерчӗ Самартан килнӗренпе: юлташӗсемпе тӗл пулса калаҫмасӑр, консерваторне кайса пӑхмасӑр тухса каяс килмерӗ яла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашки талӑкра пуйӑс станцирех чарӑнса тӑрса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш та пӗр кун хушши килтен тухмарӗ, килкартинчи тата пахчари ӗҫсемпе вӑхӑта ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Зинаида Степановна килтерӗшри ӗҫпех ӗмӗрне ирттерчӗ, темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах Керенский патшаран та ирттерчӗ: вӗсене хирӗҫ Корнилов ҫарне кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ирхи кӗлӗ вырӑнне пачӑшкӑ пархатарлӑ молебен туса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пирвайхи кун ҫӗн пачӑшкӑ ачасемпе паллашса кӑна ирттерчӗ: пурне те ырларӗ, лайӑх пӗлеҫҫӗ турӑ законне, терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла мӗн урок пӗтичченех чара ҫинче, чӗркуҫҫисем ыратнӑ пирки, авкалана-авкалана ларса ирттерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сашша та, пӳрте кӗмесӗрех, ҫӗр каҫа тӳпери ҫӑлтӑрсене шутласа ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫамрӑк Паймукӗ, Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ шкула лайӑх вӗренсе пӗтернӗскер, ашшӗнчен ирттерчӗ: икӗ хӑмла авӑнӗ ҫӗнӗрен туса лартрӗ, килкартинче чул сарчӗ, пӳрт тӑррине виҫӗ хут хӑма сарса сӑмалаларӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшинче кантур туса лартрӗ, ҫуртне тулашӗнчен хӑмапа витрӗ, тӑватӑ юпаллӑ хапха туса лартрӗ, тӑррине хӑмапа витрӗ; кайран пӳртне те, хапхине те сӑмала вӗретсе хӑмӑр сӑрӑпа хутӑштарса сӑрларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех