Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемлетнӗ (тĕпĕ: илемлет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ай, турух, мӗн-мӗн кӑна ҫук пулӗ пӳлӗмӗнче, ӑҫтан пурне те ӑсталама пӗлнӗ-ши? — хӗрсем тӑрӑшса илемлетнӗ тӗрлӗрен теттесене тыта-тытах пӑхрӗ Лисук кинемей.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ ак эпир ҫитӗннӗ ҫынсем, ҫавах ӑна илемлетнӗ чухне темӗнле тунсӑх ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Курӑпӑр, ак, Василий Петровичпа Тамара ҫавӑн пек илемлетнӗ урапапа ял Советне вӗҫтереҫҫех.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пушӑ зала мар, Чӑваш халӑх художникӗн Юрий Матросовӑн чечексене сӑнарлакан картинисемпе илемлетнӗ литература тӗпелне.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Уява ача-пӑчасен «Фантази» хореографи ансамблӗн номерӗсем илемлетнӗ.

Красочными номерами праздник украсил детский хореографический ансамбль «Фантазия».

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

Чӑваш тӗррипе илемлетнӗ сӑмса тутрисем хӳтӗлев, управ символӗ- сем пек пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫасене Ифӑри чылай кӳлепесенче пӗрре мар тупнӑ, вӗсемпе пуҫ хатӗрӗсене, мӑй ҫыххисемпе ал-урасенчи сулӑсене илемлетнӗ.

Разноцветные стеклянные бусины неоднократно находили на многих скульптурах Ифе, они украшали их головные уборы, ожерелья и браслеты на руках и ногах.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Унччен, ҫур сехет маларах, илемлетнӗ зала кинопередвижка илсе кӗртрӗҫ.

За полчаса до этого в украшенный зал была доставлена кинопередвижка.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗ пекех, пӳрт стенисем сивӗпе пӑрланса шуралнӑччӗ.

Стены все от инея сверкают, словно драгоценными камнями разукрашены.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫитменнине вӗсем пурте шап-шурӑ катан пиртен ҫӗлесе чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тултан ҫеҫ мар, шалтан та чӑн-чӑн кермен: стенисене те, маччине те гипсран тунӑ, эреш-мерешпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Таллер тенкисенчен турӑ мӑй ҫыххи, ахахпа илемлетнӗ ылтӑн хӑлха унки ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хушпу ҫинчен симӗс тӗрӗпе илемлетнӗ ҫӳҫеллӗ кӑвак пурҫӑн тутӑр ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ун аркине те ылтӑн укапа чӗнтӗрленӗ, шӑтӑкла тытса илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анук «арки вӗҫне ылтӑн укапа чӗнтӗрленӗ, шӑтӑкла тытса илемлетнӗ ҫутӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Сӑрласа илемлетнӗ пысӑк хапха каллех чӗриклетсе уҫӑлчӗ — картишне пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑватӑ урхамах ухӑнса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна шурӑ хӑваран авса тунӑ та, ӑста алӑсем темиҫе тӗрлӗ сӑрӑпа сӑрласа илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вара, тутарсен кӑмӑлне тӑвас тесе, вӗсене ятарласа Хусантан илсе килнӗ, шурӑ укапа тӗрлесе илемлетнӗ ҫирӗм тӳпеттей парать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тукайпа Сарри хӑнана кайма шутларӗҫ ӗнтӗ — стрелеца шӑналӑк карса тунӑ, ҫиелтен ула-чӑла паласпа илемлетнӗ хӳшше илсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мачча тата пӳлӗм хӑмисене шур сӑрӑпа сӑрланӑ, чӳрече каррисене пӗтӗмпех алӑпа ҫыхнӑ чӗнтӗрсемпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех