Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ташӑ кӗвви каланӑ чухне вӑл хӑй те чӑтса лараймасть, сике-сике тӑрать те пӗр вырӑнта тӑпӑртатса илет, купӑсне пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла, унтан пуҫӗ тӑрнелле ывӑтса вылянтарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эсӗ ман вырӑнта мӗн тунӑ пулӑттӑн? — лӑпкӑн хирӗҫленӗ Зинаида.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ман вырӑнта пулсан, эсир те ҫаплах тунӑ пулӑттӑр…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав ӗҫ пулса иртиччен эпӗ пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлмен хӗрачаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ӳсӗр ҫын, халь ӗнтӗ нимӗн те тайкаланмасӑрах, пӗр вырӑнта юпа пекех тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Ангара юнӗ ӳкнӗ вырӑнта мар, мӗскӗн Люся куҫҫулӗ тумланӑ вырӑнта шӑтса ӳснӗ пуль кусем», — ирӗксӗрех шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗлтерӗшӗпе иккӗмӗш вырӑнта тӑракан Дани порчӗ.

Второй по значимости порт Дании.

Орхус // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D1%80%D ... 1%83%D1%81

Христиансен малтанхи ҫурт-йӗрӗсемпе час-часах пулса иртнӗ пекех, мӑнастире ӗлӗк суя тӗнӗн ҫурт-йӗрӗ пулнӑ вырӑнта туса лартнӑ.

Как это часто бывало с ранними христианскими строениями, монастырь был построен на месте, где раньше находилось языческое строение.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

«Ликуд» — 27 вырӑн йышӑннӑ, «Пирӗн кил — Израиль» — 15. Тӑваттӑмӗш вырӑнта «Авода» пулнӑ — 13 вырӑн йышӑннӑ.

«Ликуд» — 27, «Наш дом — Израиль» — 15. Лишь на четвёртом месте «Авода» — 13.

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

Бирса Мунда ячӗпе хисепленекен хоккей стадионӗ халӑха вырнаҫтарас тӗлӗшпе тӗнчере тӑваттӑмӗш вырӑнта тӑрать.

Стадион, названный в честь Бирсы Мунды, является четвёртым по вместимости хоккейным стадионом мира.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Халӑхӗ — 41 947 358 ҫын (штатсем хушшинче 11-мӗш вырӑнта, 2011 ҫулхи даннӑйсем).

Население — 41 947 358 человек (11-е место среди штатов; данные 2011 года).

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

— Эпӗ Хушӑлка ял совечӗн территорийӗнчи Светлая Заря пӗчӗк ялта, илемлӗ вырӑнта ҫуралнӑ, — аса илет Владимир Николаевич хӑйӗн ача чухнехи тата ҫамрӑк чухнехи ҫулӗсене.

Куҫарса пулӑш

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

Ҫакӑ – специалистсене пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферине явӑҫтарма тата вӗсене вырӑнта ӗҫлеме юлма пулӑшакан чи пӗлтерӗшлӗ майсенчен пӗри.

Этот механизм – один из важнейших для привлечения и закрепления специалистов в различных сферах жизнедеятельности.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Халӗ туса кӑларакан продукцие локализацилессине палӑртнӑ вӑхӑтри шая ҫитересси тӗп вырӑнта тӑрать.

Теперь важно достичь в обозначенные сроки уровня локализации производимой продукции.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах та кунта ҫак ӗҫе йӗркелемелли пӗр пӗтӗм требованисене сыхласа хӑварни, пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене ҫеҫ суту-илӳ тума ирӗк пани тата йӗркене тивӗҫлӗ тытса пыни тӗп вырӑнта пулмалла.

Но здесь важно сохранить единый подход к оформлению, допуск к торговле исключительно малых форм хозяйствования и поддерживать необходимый порядок.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Программӑна пурнӑҫа кӗртессипе театрсем хастар ӗҫлени сисӗнет, иккӗмӗш вырӑнта кинотеатрсем, виҫҫӗмӗшне вара Культура керменӗсенче вӑй хуракансем тӑрӑшни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe

– Республика чӑнах та логистикӑпа географи лару - тӑрӑвӗнче ункайлӑ вырӑнта вырнаҫнӑ, - палӑртнӑ Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ.

– И республика действительно находится в выгодном по логистике географическом положении, - подчеркнул глава Башкирии.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Минскри "Санта" ГК гендиректорӗпе тӗл пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3637129

Юханшыв ку вырӑнта Словакипе чикӗ йӗркелет, тепӗр ҫыранӗнче Словаки хули – Штурово — вырнаҫнӑ, вӑл Эстергомӑн тӑванлӑ хули шутланать.

Река образует в этом месте границу со Словакией, а на противоположном берегу находится словацкий город-побратим Штурово.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

1730 ҫулта никӗсленӗ, каярах ҫунса кайнӑ, ун хыҫҫӑн ҫӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗрен туса лартнӑ.

Основан в 1730 году, позже горел и был восстановлен на новом месте.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Вырӑнта усӑ курмашкӑн ҫавӑн пекех ҫӗр улми, купӑста, куккурус, пӑрҫа, тулӑ, урпа, вир, импӗр тата ытти культурӑсем ӳстереҫҫӗ.

Для внутреннего потребления также выращивают картофель, капусту, кукурузу, горох, пшеницу, ячмень, просо, имбирь и другие культуры.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех