Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртнине (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑявсене салтса тӑлӑпа уҫсан, унта ҫӑварне, алсапа пӑкӑланӑ, хӑйне тилхепепе ҫыхса пӑрахнӑ ывӑлу выртнине курах кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килтисем вӑл ҫывӑрмасӑр выртнине сисрӗҫ-сисрӗҫех.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ун-кун пӑхкаларӗ те инҫе те мар патак выртнине курчӗ, ӑна илсе Северьян патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аш таткисем ӑҫта выртнине шӑршинченех пӗлчӗ, карлӑк тӑрӑх чӑкӑр-чакӑр тутарса ҫенӗк витти ҫине улӑхрӗ те аш таткисене турткаламах тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

…Вара тин вӑл хӑйне хӑй улталама хӑтланса выртнине ӑнланса илчӗ.

…Но тут Васюк понял причину своего беспокойства.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юр ҫине мӗнле тухса выртнине астумасть Янтул.

И все же ему удалось выбраться из снежной западни, правда, Яндул не помнит, как.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

(Укҫа ӑҫта выртнине пӗлетӗп халь эпӗ.)

Знаю, где он их прячет.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни муниципалитет пӗрлешӗвӗнче мӗн чухлӗ ҫӗр лаптӑкӗ усӑ курӑнмасӑр выртнине шута илме хушнӑ вӑл сӑмаха малалла вакланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

«Кама та пулян пӗрне ларнине е выртнине курам тульккӑ!..»

— Еше только увижу, кто ляжет!..

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫырма хӗррине лаша шӑварма аннӑ кӳршӗ ачи пӗррехинче пылчак ӑшӗнче ҫаралса кайнӑ ҫӗлӗк выртнине курнӑ.

Нашел ее нежданно-негаданно спустя несколько недель соседский мальчишка на берегу речки, он привел на водопой лошадь и увидел втоптанную в грязь, истлевшую от сырости шапку.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куннинче те Галимджан ҫиелте выртнине курса, Назиб кӑмӑлсӑррӑн пуҫне сулчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан хӑйӗн сылтӑм хулпуҫҫийӗ ҫинче Мӗтрин сулмаклӑ алли выртнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сасартӑк вӑл пӗр вырӑнтах пилӗк-ултӑ пучах выртнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑнта хӑй куҫӗ умӗнче ҫывӑрса выртнине курсан, Сахрун пичче те ывӑлне хаяррӑн ятласа тӑкнӑ пулӗччӗ, анчах, телее, ҫӑка патӗнче вӑл витресемпе ытти савӑт-сапасӑр пуҫне урӑх нимӗн те курмасть, унта никам та ҫывӑрса выртмасть.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сукмак ҫырма хӗрринчен хӑпарнӑ чухнех вӑл мотор кӗрленине илтрӗ, вара старик ывӑлӗ ҫывӑрса выртнине курас шухӑша пуҫран хӑваласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвипе Липа, кунта нихҫан та кӗрсе курманскерсем, калаҫнӑ хушӑрах пӳрте йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнса, ӑҫта мӗн выртнине куҫ хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗлетӗп эпӗ сан черӳ хӑш майлӑ выртнине.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Камышин, ун шухӑшне пӗлнӗ пекех, аманнӑ ура мӗнле тӳрленсе пынине, госпитальте мӗн чухлӗ выртнине ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку вырӑнтан Шупашкарӑн пӗр пайӗ лайӑх курӑнать, Атӑл мӑнаҫлӑн юхса выртнине сӑнама та пулать.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Пӳрт умне пырса ҫитсен вӑл ӗннӗ курӑк ҫинче юнашар виҫӗ виле выртнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех