Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн кушак шӑши тытнӑ пек те эй вылять пек, эй вылять пек.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кунта вӑл спектакльсенче те вылять.
Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi
Сывлӑшра, шӑп хула тӗлӗнче, ӑрша вылять.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ашшӗ пекех тӑпчамскер, сарӑ ҫӳҫлӗскер тата мӑнтӑркка ал-ураллӑскер, вӑл кунӗ-кунӗпе картишӗнче те урамра вылять, вӗҫӗмсӗр тӗрлӗ тетте тӑвать, кам та пулин кӳрентерсен ҫеҫ таҫта илтӗнмелле хытӑ макӑрса пӳрте килсе кӗрет.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Модель пулса ӗҫлет, пушӑ вӑхӑтра веб-сайтсем хатӗрлет, баскетболла вылять.Работает моделью, в свободное время разрабатывает веб сайты, играет в баскетбол.
Анна Будаева пӗрремӗш вице-мисс ята тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32465.html
Элкей Павӑлӗ, П. Осипов пекех, Хусанта вӗренет, кайран университетра врач пулма пӗлӳ илет, музыкӑна ҫав тери юратать, пӗр хушӑ музыкант е тухтӑр пулмалла-ши тесе иккӗленет, Хусанта чӑваш артисчӗсем пухӑнсан, вӗсемпе пӗрле театрта вылять тата ыт. те.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Эп ӑна темиҫе те илтнӗ — вӑл вырӑс театрӗнче час-часах вылять.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Мэри Пикфорд вылять тенӗ афишӑра — Америка актриси — тӗнчипе паллӑ ҫӑлтӑр!
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Апла пулин те ачашшӑн тыткалать Литвинов хӑйӗн купӑсне, юратса вылять.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Алиса рольне Ырзем вылять, Эдмунда — Максимов-Кошкинский, Шекспира — Эльгеев.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Эпир пырсан, «Ревизор» йӗркене кӗрӗ: Хлестаков рольне Яким хӑй вылять, Городничий — Иван Мучи, Марья Ивановнӑпа Марья Антоновна — Ырземпе Эдюка, Уҫӑп — эсӗ, Бобчинский — эпӗ, Добчинский — вӗсен хальхи суфлерӗ, — ҫӗкленсе каларӗ Данилов.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сӗрме купӑсӑн хулӑн хӗлӗхе ҫине сӗркӗчӗпе ҫирӗппӗн пуса-пуса вылять вӑл, ҫавӑнпа чуна тивекен асамлӑ сасӑсем тинӗс хумӗ пек кӗрлеҫҫӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
«Ревизорта» эс вылянӑ роле вылять.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Йӑлӑм вӑрманӗ тӗлӗнче кӑшт ҫеҫ шевле вылять.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӗлет алӑкӗсем шӑлтӑрт та шӑлтӑрт уҫӑлаҫҫӗ, пур ҫӗрте те хӗрарӑм ӳлени, ача-пӑча йӗни илтӗнет, пӗр-пӗр иҫнике сӑмах чӗнме хӑйнӑ е ытлашши япала илнӗшӗн тавлашма тӑнӑ ҫын ҫурӑмӗ ҫинче чӗн саламат вылять.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Атӑл хӗрринче элчӗсене кӗтсе ҫӗлен пуҫлӑ пысӑк кимӗ хумсемпе вылять.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пушев Гоголӗн «Авланури» Яичница ролне вылять, ҫавӑнпа Шевле ӑна ҫав ятпа чӗнет те.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ав, кукку епле вылять!..
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ухтеркке рольне Павӑл Эльгеев вылять, унӑн кинӗн рольне — Сӑпанине — Ульяна Тимофеева (ӑна артистсем Шерпике тесе чӗннӗ).
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ача-пӑча ҫерем ҫинче кусналла вылять.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.