Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуласа (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вуласа пӗтермерӗ — хут татки хытса кайнӑ алӑсенчен тухса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Киле таврӑнсан салтак арӑмӗ ҫырӑва тепӗр хут вуласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурне те, пурне те вуласа тухнӑ, — хӗрарӑм намӑсланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Конвертсӑр юрамасть. Атту кашнийӗ вуласа тухса сӑрӑпа варласа хума пултарать», — айванла шухӑшларӗ вӑл, тӗнчере ҫырусене тушьпа варалакан, мӗнпур чӗррине — туйӑмсене, шухӑшсене, ӳте пӗтерекен цензура пурри ҫинчен тӗлленменскер.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашки пӑнчӑ тӗлне ҫитиччен вуласа тухнӑ хыҫҫӑн арӑмӗ ҫавӑркаларӗ-пӗтӗркелерӗ ҫывӑх калаҫакан, Ванюшӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ ку хута.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗттӗм ял ҫынни, вӑл суккӑрла юратнӑ совет влаҫӗ унран хӑрани, хӑйӗн чӑн-чӑн патриочӗсене шанманни, мӗнпур ҫырусене ҫар цензорӗсем питӗ тимлӗ вуласа тухни, ҫавӑнпа та ҫырусем ҫапла вӑрах вӑхӑт килни ҫинчен шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хам вуласа паратӑп, — Елизавета Павловна хута ҫӗклерӗ те ҫурма саспа тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

76 ҫулхи Василиса аппа хӑйсен ялӗнчи салтаксен ячӗпе ҫырнӑ сӑвва та вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Пуҫласа вуласа тухнӑ кӗнеке ятне халӗ те астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Статьясенче, сӑмах май, Бенгалири Ганг вӑрри вырнаҫнӑ ҫӗрӗн ҫутҫанталӑкӗпе историйӗ ҫинчен, Бенгалине ҫын мӗнле алла илни, вӑл мӗнле аталанни ҫинчен, кунти историллӗ патшалӑхсемпе вӗсем ҫӗнӗ ҫӗрсемшӗн мӗнле ҫапӑҫни ҫинчен, династисемпе правительствӑсем ҫинчен, культурӑпа тӗн ҫинчен, ҫавӑн пекех ӳнер, архитектура, этнографи ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

Статьи посвящены, в частности, природе и развитию дельты Ганга в Бенгалии, заселению и эволюции Бенгалии, историю царств и завоеваний, династии и правительства, религии и культуре, искусству, архитектуре, этнографии.

Банглапеди // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%B4%D0%B8

Вӑл хӑш тискер кайӑк ӑҫталла кайнине юр ҫинче кӗнеке ҫинче вуласа пынӑ пек пӗлсе пырать.

Как по книге, читает он по снегу, куда какой зверь пошел.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Эсир эп ҫырса хӑварнӑ хут таткине вуласа тухма пултартӑр-и?

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эп ӑна тытрӑм та, пуҫ ҫинелле ҫӗклесе, аран-аран вуласа тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна хирӗҫ вӑйлӑ ҫил вӗрчӗ, сквер пуш-пушахчӗ, пӗр тенкел ҫинче ҫеҫ, темшӗн ҫил хытӑ вӗрнӗ ҫӗртех, ҫухавине тӑратнӑ ҫутӑ плащлӑ хӗр кӗнеке вуласа ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялова тахҫанах вуласа тухнӑ пӗр кӗнекери ӳкерчӗк аса килчӗ: ҫӗр ҫинчи ҫынсем халь кӑна хӑйсем пӗлмен тӗнчесенчен аннӑ темӗн пысӑкӑш вӗҫмелли аппаратсем ҫине хисеплӗн, кӑшт пӑлханарах пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вуласа тухрӗ, мана кӑтартрӗ те тӳрех телефон патне пычӗ — сирӗн пата шӑнкӑравлама.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Питех кирлӗ пулнӑ пулсан, унӑн текстне эс мана телефонпа та вуласа пама пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

… Нумайран тин мана Оля мӗн ҫырнине вуласа курма тӳр килчӗ, — терӗ малалла Соколов.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля сиксе тӑнӑ, анчах следователь сӗтеле чышкипе ҫапнӑ, Ольӑна ларма хушнӑ, ун хыҫҫӑн вара вӑрӑм документ вуласа пама тытӑннӑ, ҫав документ тӑрӑх, акӑ мӗн пулса тухнӑ: Арсентий Павлович Соколов, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта хӑйӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванне вӑл халӑх тӑшманӗ пулнӑшӑн суд тунине пытарса пурӑннӑскер, хӑй ют ҫӗршыв агенчӗ пулса тӑрать, ӑна вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех лешсем хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, халӗ, хӑйӗн хуҫисем хушнине пурнӑҫласа, юрӑхсӑр ҫӗнӗ топливо хатӗрленӗ, ҫав топливӑпа усӑ курнипе куҫ кӗретех катастрофа пулмалла пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑлхисене ҫап-ҫутӑ, пластмассӑран тунӑ клипс-алка ҫакнӑ хӗр «Юманите» вуласа ларать.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех