Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫесӗр сăмах пирĕн базăра пур.
виҫесӗр (тĕпĕ: виҫесӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытла та юрату паха — Виҫесӗр вӑйлӑ вӑл пулсассӑн.

Куҫарса пулӑш

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫын йышлӑ хутшӑнакан мероприятисене хатӗрленнӗ чухне вара Виталин тавҫӑрулӑхӗпе фантазийӗн, ӑсласа ӗҫлессин чикки виҫесӗр анлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӑлисене тытса асра Хастаррӑн, вӑхӑтпа тан утӑмлать // Ольга МИКУШИНА. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%87a%d0 ... 85a%d1%82/

Е пысӑк юрату, е виҫесӗр курайманлӑх!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Туслӑх ҫуралас ҫук юрату туйӑмӗнчен нихӑҫан та. Е пысӑк юрату, е виҫесӗр курайманлӑх!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун хуйхи чӑнах та виҫесӗр иккен.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ман хырӑмлӑ купсасем те ку садра пайтах алхаснӑ, чикан майрисен арки ӑшне путнӑ, чикан ташшисемпе иртӗхсе виҫесӗр нумай укҫа тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевич чун тӑвӑлне тытса чарайми пула кайнӑ, нимшӗнех тияккӑна виҫесӗр сӑмахсем калама пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗшенчӗклӗхӗ виҫесӗр ахӑр.

Усталость, надо быть, была велика.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ку чылай вӑхӑт тӑсӑлчӗ, виҫесӗр йӑлӑхтарчӗ, йӑлӑхтарать… — Биче ырӑ кӑмӑллӑ кулӑпа йӑлкӑшрӗ те мӗн пулса иртнине шухӑшӗпе — вӑл мана та куҫрӗ — ӑнланма хистет.

Это тянулось долго и до крайности надоело… — Она снисходительно улыбнулась, давая понять мыслью, передавшейся мне, что произошло.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Дэзи ҫынсен хушшине кӗрсе ҫухаличченех хускалмасӑр тӑтӑм; унтан фойене таврӑнтӑм, ассӑн сывласа хӗрӗн кӑмӑллӑ айкашӑвне шухӑшламасӑр кӳренӳпе хуравланӑшӑн виҫесӗр ӳпкелешрӗм.

Я стоял, пока Дэзи не затерялась среди толпы; потом вернулся в фойе, вздохнув и бесконечно жалея, что ответил на приветливую шалость девушки невольной обидой.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Манӑн тарӑху виҫесӗр тата мӗн пур шут-йӳтӗмрен каҫсах кайрӗ.

Мое негодование было безмерно и перешагнуло всякий расчет.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Эсир виҫесӗр асӑрхануллӑ, шутлӑ, Ван-Ланд! — хирӗҫлерӗ Клебен.

— Вы безмерно щепетильны, Ван Ланд! — возразил Клебен.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чунӗнче тӳлекрех те тӳлекрех пулса пырать; ӑвӑс ҫӑмхи икӗ дюймран та сахалрах юлнине асӑрхасан Гент вӑйӗ пӗтичченех выҫнине, кунтан кайма вӑхӑт тухнине туйса илчӗ; тата — пӗтӗмлетӳ: мул унӑн чунне чӗрмелесе кӑштах та суранлатаймарӗ, пурнӑҫӗнче, эппин, виҫесӗр мул витӗмӗ хуҫаланма хевте ҫитереймест, пуянлӑх тӗлӗшпе вӑл халӗ те лӑпкӑ-сӳрӗк.

Все тише становилось в его душе, и, когда от воскового клубка осталось не более двух дюймов, Гент почувствовал, что он голоден до изнурения, что пора уходить и что обладание сокровищем не причинило его душе малейшей трещины, недостойной его всегдашнего равнодушия к власти над жизнью путем чрезмерного богатства.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Тӳрех курӑнать: эсӗ чӑн-чӑн арҫын, — терӗ Дюрок, вара, йӑпӑлтату темӗнле кӑнттам пулсан та, эхлетмесӗр тӳсеймерӗм, ара, виҫесӗр хытӑ телейлентӗм мар-и-ха?

— Сразу видно, что ты настоящий мужчина, — заметил он, и, как ни груба была лесть, я крякнул, осчастливленный свыше меры.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак пӳлӗм ӗлккенлӗхӗ, слон шӑмми хашакиллӗ куҫ кӗскисем, чӳречесем — мрамор витӗпе, касса эрешленӗ сӗтел-пукан, тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑн, ылтӑнпа тата кӑвак инҫетпе ҫиҫекен илем куллисем, Дюрокӑн тирпе кавир ҫине яра-яра пусакан урисем, — ҫакӑ маншӑн виҫесӗр ытлашши, ҫакӑ мана хавшатать.

Великолепие этой комнаты, с зеркалами в рамах слоновой кости, мраморной облицовкой окон, резной, затейливой мебелью, цветной шелк, улыбки красоты в сияющих золотом и голубой далью картинах, ноги Дюрока, ступающие по мехам и коврам, — все это было чрезмерно для меня, оно утомляло.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хӑрав мар, анчах шанӑҫ пачах пӗтнӗлӗх туйӑмӗ, мӗн пурри тӗлӗшпе виҫесӗр сӳрӗклӗх, — халӗ мана кунта ярса тытасси пачах та аптӑратмасть, — хушӗрлерӗ те мана — пур енчен те йӑпшӑнса ҫывхарнӑ тертлӗ ӗшенӳпе кайса ӳкмех хатӗрскер тупик умӗнче чарӑнса тӑтӑм.

Не страх, но совершенное отчаяние, полное бесконечного равнодушия к тому, что меня здесь накроют, владело мной, когда, почти падая от изнурения, подкравшегося всесильно, я остановился у тупика.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ҫак ҫамрӑк ҫын виҫесӗр кутӑн вара…

— Этот молодой человек не в меру строптив.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл акӑ мӗне пӗлтерет: е сире ухмах вырӑнне хураҫҫӗ, е эсир виҫесӗр сӳпӗлтетрӗр.

Он означает, что или вас считают дураком, или вы сказали безмерную чепуху.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ун пек чухне вара санӑн хӑвӑн пуҫу та виҫесӗр пысӑк пек, аллусем те ытла вӑрӑм пек, пӗтӗм тӑлпӑву та элес-мелес лапсӑркка пек туйӑнать.

Тогда собственная голова начинает казаться непомерно большой, руки — длинными, туловище — неуклюжим, громоздким.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӑмӑл-туйӑмӗ ҫырса кӑтартайми, хӑй — вилнӗ пек; анчах унчченхине пӗтӗмпех асра тытса ҫӗнӗрен — хытса ларнӑ куҫӑмра пурӑнма тытӑнса, виҫесӗр хӗрӳленсе утать, пӗр пӑрӑнӑҫран теприне иртет, ҫав вӑхӑтрах Лабиринт тытӑмлӑхне ӑнкарма-тӗшмӗртме вӑйӗ те юлмарӗ, вӑхӑчӗ те ҫук.

В неописуемом состоянии духа, как бы умерший, но помня все прежнее, начавший жить снова, в мире застывшего действия, шел он, возбужденный до крайности, из одного поворота в другой, не имея ни сил, ни времени сообразить устройство лабиринта.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех