Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкаса (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑмраллӑра нуша акакан кайнӑ ҫулпа васкаса утнӑ майӑн ҫаплах хӑйне ятласа пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Офицер, мухмӑрпа хытах касӑлса ҫитнӗ куран, стакана ура ҫинче тӑнӑ маях васкаса пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эс хулленрех-ха, мучи, — Подоприхин сиксе тӑчӗ те чӳрече каррине васкаса карчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл кумыса ытларах ӗҫсе тултарнӑ куран — ҫӗрле сарайран вӗлле хурчӗ тапӑннӑ чухнехи пек васкаса сиксе тухрӗ, туалет тупайманнипе тӑм хӳме айккине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем армансем патне васкаса утса килекен сӑрӑ карттус тӑхӑннӑ ҫынна асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗветӗре ялта васкаса туса хунӑ колхоза чи пӗрремӗш кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле васкаса мунча хутрӗ, юман милӗксем пӗҫерчӗ, Ванюшӑн тарпа пиҫнӗ ӳтне хӑех ҫуса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ҫухалса каймарӗ, аллине ҫыхнӑ бинтне васкаса майлаштаркалам пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эп… туянма мантӑм… — тинех чӗлхи ҫине мӗн килнине персе ячӗ те вӑл васкаса утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Васкаса тӑчӗ те ҫимесӗрех Чиканккине ертсе ял хӗрринчи кӗпер патне пулла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Шӗмертен мар-ши тесе ун патне васкаса пычӗ те ҫӗре ҫити пуҫ тайса сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Тепӗртакран каялла васкаса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан хӑйсемпе мӗн пулса иртнине васкаса каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Васкаса радиомачта лартнӑ, палаткӑсем карнӑ.

Спешно устанавливают радиомачту, натягивают палатки.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Васкаса пӗр-пӗрне кансӗрлемесӗр, нимӗн шавламасӑр ӗҫлеме тытӑннӑ.

Ни суеты, ни шума…

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗчӗк принц роза чечекӗсен пахчине тепӗр хут курас тесе васкаса утрӗ.

Маленький принц пошел взглянуть на розы.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тыркассемпе хир шӑшийӗсем васкаса ӗҫлеҫҫӗ, — вӗсем хӑйсене валли хӗлле ҫиме апат хатӗрлеҫҫӗ.

Хлопотливо бегали полевые мыши и суслики — они собирали себе запасы пищи на зиму.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир васкаса ҫӗр каҫма хатӗрлене пуҫларӑмӑр.

И мы торопливо стали готовиться к ночлегу.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ҫук, ҫук, ӗҫӗ пачах унра мар-ха, — каллех васкаса ответлерӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна хӑй икӗ уйӑх каялла (тӗрӗссипе, ку тахҫан-тахҫанах пулнӑ пек туйӑнчӗ) ҫакӑн пекех, анчах пачах урӑх тинӗс хӗррипе утни, ӑна хирӗҫ пулӑ хуппи пек йӑлтӑртатакан, кӗлеткине ҫат тытса лартнӑ платйӗ тӑхӑннӑ темле хӗрарӑм васкаса утса пыни аса килчӗ…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех