Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варринче (тĕпĕ: варӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Венька нимӗн тума пӗлмесӗр урай варринче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун варринче — Ваҫиле хытса тӑнӑ: чӗрӗ ҫӗр ун ҫине ҫивӗч шӑршӑпа вӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хула Нидерландӑн ҫурҫӗр енче Гронинген провинци варринче вырнаҫнӑ.

Город расположен на севере Нидерландов в центре провинции Гронинген.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Арҫын ачасем тутлӑ шӑрша пула ыйхӑран вӑранчӗҫ те ҫӗр варринче мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирӗн кӳлле вара, хула варринче чӳхенсе выртаканскере, хура тесе ун ҫине ҫӳлтен тӗрмен тискер чӳречисем пӑхнӑран каланӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав кӳлӗ варринче тӗлӗрекен кайӑка ҫеҫ ан вӑратӑр, хӗвеле ан ҫиллентерӗр!

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ялав варринче штат гербӗн ӳкерчӗкӗ вырнаҫнӑ.

В центре флага расположено изображение герба штата.

Нью-Йорк штачӗн ялавӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B2%C4%95

Апла пулин те, Лаваль Университечӗн архитектура шкулӗ Кивӗ Квебек варринче вырнаҫнӑ.

Однако, школа архитектуры Университета Лаваля расположена в центре Старого Квебека.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Хӑйне вӑл пӗрре те ҫак тӗнче варринче туймасть.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тюильри пахчи — Париж хула варринче вырнаҫнӑ халӑх канмалли парк, 1-мӗш округра вырнаҫнӑ, Килӗшӳ тӳремӗпе Риволипе Лувр урамӗсем тата Сена хушшинчи лаптӑка йышӑнать; 25,5 га йышӑнать, унӑн тӑршшӗ — 920 м, сарлакӑшӗ — 325 м.

Сад Тюильри — общественный парк в центре Парижа, в 1-м округе, занимает территорию между площадью Согласия, улицей Риволи, Лувром и Сеной; раскинулся на 25,5 га, его длина — 920 м, а ширина — 325 м.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Инҫетри тундрӑра та, тайга варринче те, шутсӑр шӑрӑх тӑракан пушӑ хирте те совет тӗпчевҫисем ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ пуянлӑхсем тупса пыраҫҫӗ.

И в далекой тундре, и в глубине тайги, и в знойной пустыне советские исследователи находят новые богатства.

Ҫӗр айӗнчи пурлӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Аул варринче ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ авалхи башня ҫӳллӗн курӑнса ларать.

Посреди аула возвышалась полуразрушенная древняя башня.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кара-Кум пушӑ хир варринче пит нумай кӳкӗрт запасӗ тупнӑ.

В центре пустыни Кара-кум найдены большие запасы серы.

Пушӑ хирсен зонинче промышленность епле аталанса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ ҫеҫенхирсен варринче калмык ҫӗршывӗн тӗп хули — Элиста ӳссе ларчӗ.

А теперь среди степей вырос город Элиста — столица Калмыкии.

Калмыксен ҫеҫенхирӗсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Варринче — столовӑйпа клуб.

Посредине — столовая и клуб.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Юрта варринче трубаллӑ вучах пулнӑ.

Посредине юрты ставился очаг с трубой.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

1895 ҫулта музыка класӗсенчен музыка училищине туса хунӑ, тепӗр тӑватӑ ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ун валли хула варринче — Нимӗҫ тата Никольски урамсем хӗресленнӗ вырӑнта — лаптӑк уйӑрса панӑ.

В 1895 году музыкальные классы были преобразованы в музыкальное училище, а спустя четыре года под него был выделен участок в центре города — на пересечении Немецкой и Никольской улиц.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Енчен те пӗр-пӗр каҫ ӑнсӑртран кантӑк калпакӗ ҫинчен манчӗ пулсан, е сурӑхӗ ҫӗр варринче пӗр сассӑр тухса шӑвӑнчӗ пулсан…»

Вдруг он как-нибудь вечером забыл про стеклянный колпак или барашек ночью втихомолку выбрался на волю…»

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ҫӗр варринче эсӗ тӳпенелле пӑхса ҫӑлтӑр тинӗсне чӑмӑн, мӗншӗн тесен эсӗ ҫав ҫӑлтӑрсенчен пӗрин ҫинче эпӗ пуррине пӗлӗн, манӑн кулӑ янӑравӗ те сан пата ҫитӗ.

— Ты посмотришь ночью на небо, а ведь там будет такая звезда, где я живу, где я смеюсь, —

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫӗр варринче эпӗ унта ҫитӗп.

Сегодня ночью я туда приду.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех