Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккалла (тĕпĕ: аякка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗне суса кӗрсен те Аркаш манран аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тен, вӑл ман ҫумран аяккалла шӑвӑнса кайнӑ?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫитет! — терӗ Тарас куҫне аяккалла тартса.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тахӑш тӗлте тем килӗшмерӗ Ларисӑна — манпа сӳрӗккӗнрех калаҫма пуҫларӗ, юлашкинчен манран аяккалла пӑрӑнакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Лешӗ, ӗҫ хыҫҫӑн янкӑс тумланса ҫӳрекенскер, столовӑйра, магазинта е урӑх ҫӗрте час-часах куҫ тӗлне пулатчӗ, кирек хӑҫан та куҫне аяккалла тартатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Чылай аяккалла пӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӗрӗ аяккалла пӑрӑнасшӑн, каччи ӑна хӑй патнерех туртать.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кӳлешӳ туйӑмӗ ӑна суккӑрлатмаллипех суккӑрлатрӗ пулас: «Зинӑпа эс кинона кайнипех ҫырлахман — унпа пӗрле йӑлӑма та ҫӳренӗ», — тесе ҫӗтӗлекенскер Моляковпа калаҫма та пӑрахрӗ, ӑнсӑртран унпа хирӗҫ пулсан кашнинчех аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хӗр-полковнике курсассӑн ҫакскер пуҫне аяккалла пӑрчӗ, асӑрхаман пек пулчӗ, хӑйӗн ҫыннисене Атӑл хӗррине часрах кайса унта кам пур ҫавна илсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хӑранипе ҫыран хӗрринчен аяккалла чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Иннокентий ун ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те аяккалла кайма кӑтартса аллипе сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра вӗсене, калаҫа-калаҫа самаях аяккалла кайнӑскерсене, Алюнов шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс, Иннокентий, ман хуйха ан тив, юнланса тӑракан сурана тӑвар ан сап! — терӗ вӑл сиввӗн, вара шӑлӗ витӗр аяккалла чӑртлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑмӑрткайӑксем, пыр тӗпӗпе кӑшкӑрнӑ евӗр сасӑ туса, пӗр-пӗрине пырса ҫапӑҫаҫҫӗ, вӑрӑм та ҫивчӗ чӗрнисемпе пӗр-пӗрин кӑкӑрне чавала-чавала илеҫҫӗ, сӑмсипе сӑхаҫҫӗ, унтан, вӗҫерӗнсе, аяккалла вӗҫсе каяҫҫӗ те тепре тапӑнма хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай, халиччен нимрен те хӑраман куштан, ҫак сӑмахсене илтсен, хӑраса кайрӗ те, пур вӑйне пухса, карчӑк пӳртӗнчен аяккалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем, Укапи сӑмахне илтсен, унпа килӗшнӗн пуҫӗсене сӗлтеҫҫӗ те ним сӑмах чӗнмесӗрех аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхискер урӑх сӑмах хушса тӑмарӗ, ҫаврӑнчӗ те, туйи ҫине таянса, аяккалла утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Путек, аллинчен ӳксе, аяккалла чупса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Портрет ҫакмалли вырӑнтан кашниех эпир ҫӗр метр каялла та аллӑ метр чухлӗ аяккалла илсе шӑтӑксем алтрӑмӑр, тепӗр тӗрлӗ каласан, окопсем.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Пӗр ҫӳҫе тӗме хыҫне хама валли окоп алтрӑм, алтнӑ тӑпрана пур еннелле аяккалла сапаларӑм, алтӑнчӑкӗ вӑрӑм курӑк ӑшне ӳксе путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех