Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахалех сăмах пирĕн базăра пур.
ахалех (тĕпĕ: ахалех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрӳне те ахалех хурлатӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шут шӑрҫисем шаккаса ларса ахалех ҫӗрсе пурӑнатӑн, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ахалех ҫил вӗҫтерсе тӑман кӑларатӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Эсӗ пирӗн атте-аннене те «кулак пулнӑ» тесе ахалех ҫылӑха кӗретӗн.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Ахалех, кирлӗ-кирлӗ маршӑнах чӗрре кӗрсе каять Сехенер.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

«Ҫук, ку ахалех пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Ахалех татрӑм сирӗн савӑк пурнӑҫа.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахалех пушӑ вырӑн пур, тем ҫаврӑнмалӑх та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Мӗн тери килӗшет сана ку костюм, Ромашок, — каччӑн усӑнса аннӑ хура ҫӳҫ пайӑркине тӳрлетсе, куҫран пӑхрӗ Тамара, — ахалех тарӑхтарнӑ эпӗ сана ҫӑпатапа мазутшӑн, хитре-ҫке эсӗ, вӑйлӑ».

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сисчевленнӗ йытӑ пек, пӑлханнипе сӑрлатакан хӑлхисене аллисемпе хупласа шӑнса кайнӑ вырӑн ҫинче ахалех ҫаврӑнкаларӗ вӑл, пуҫне улӑм минтер айне чикрӗ, анчах пурте кӑлӑхах — ыйхӑ пӗр йӗрсӗр вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсем ӳкнӗ пучахсене пуҫтарма (ахалех пӗтеҫҫӗ) тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Юрӗ, шарламӑп хальлӗхе. Мӗншӗн ахалех салтак чунне канӑҫсӑрлантармалла. Унӑн манӑн уйӑхрисемсӗр те суйхи-хуйхи ҫителӗклех пулӗ», — шухӑшларӗ те вӑл тутлӑн карӑнса илчӗ, хул айӗнче шӑтӑртатни те илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тата ытларах, хӑстарасси патне ҫитеричченех ҫак асапланусем ахалех пулни кӳрентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахалех хӑйне хӑратрӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗнле вӑл, ахалех? — тӗлӗнчӗ Подоприхин.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахалех тӑратӑр, — хӑрӑлти сассипе сӑмах хушрӗ ват ҫын.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Адресне пӗлетӗн-и? — ҫап-ҫамрӑк, ҫирӗм ҫултан ытла мар, чекист ахалех сассине командир пек хулӑнлатма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче ӑна йывӑҫне пӑхнӑ чух пӗр ватӑ карчӑк курнӑ та сиввӗн кулса янӑ: «Ахалех тӑрӑшатӑн, вӑлах сана вӗлерет», — тенӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун пуҫӗнче темле шухӑшсем те ҫуралчӗҫ, анчах та вӑл арӑмӗпе ачисене ахалех кулянтарс темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех